Чӑваш Ен делегацийӗ «Ылтӑн кӗркунне» форумран 80 медальпе тата курав аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Гран-прие тивӗҫсе таврӑннӑ.
Апат-ҫимӗҫ тирпейлекен предприятисем кӑна 31 ылтӑн, 6 кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Кӑҫал форумра цифра технологийӗсене тӗпе хунӑ. Пирӗн регион та ҫак меслете ӗҫе кӗртсе пырать.
4 кунра чӑваш делегацийӗ 50 ытла ӗҫ-пуҫа хутшӑнса пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Вӑл шут-ра патшалӑх пулӑшӑвӗ, экспорта аталантарасси, ялти пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси.

