Ачасем интернет урлӑ кампа хутшӑннине, мӗн пирки калаҫнине тимлесех тӑмалла.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр ҫул ҫитменнисене социаллӑ тытӑмра саккуна хирӗҫ тӗрлӗ ӗҫе явӑҫтарнӑ тӗслӗхсем йышланнӑ.
Ывӑл-хӗрне хӳтӗлесси – аслисен тивӗҫӗ! Социаллӑ тытӑмра «ҫӑмӑл укҫа» ӗҫлесе илме, тӗрлӗ каҫӑпа куҫма сӗнекенсем йышлӑ. Ултавҫӑсен серепине ытларах ачасем лекеҫҫӗ.
Интернетри калаҫура илӗртсе, хӑратса пӗр-пӗр ӗҫ тума хистекенсем пирки вӗсем тӳрех ашшӗ-амӑшне пӗлтерччӗр, хӑйсем шанчӑклӑ хӳтлӗхре пулнине туйччӑр!

