Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа регионта 650 ытла ӳсĕр водителе тытса чарнӑ.
Вĕсене пула 13 ҫын инкеке лекнĕ. Эрех-сӑра ĕҫнĕ хыҫҫӑн руль умне ларса тепĕр хут йĕрке хуралҫисен аллине лекнĕ 41 ҫыннӑн машинине туртса илнĕ.
Саккуна пӑсакан водительсем тĕлĕшпе йĕрке ҫирĕп. Хальхи вӑхӑтра ӳсĕрле ҫула тухнисен харпӑрлӑхри транспортне кӑна мар, тӑванĕсем ҫине регистрациленине те конфискацилеҫҫĕ.

