Çак кунсенче республика шайĕнче çулсерен иртекен «Литературăллă Чăваш Ен, чи лайăх вуланакан кĕнеке _ 2024» ятпа конкурс иртет.
Унăн тĕп тĕллевĕ _ халăхăн вулас туртăмне тата кĕ- неке пĕлтерĕшне ÿстересси. Çĕнĕ Шелттем ял вулавăшĕн- че конкурса хутшăнса «Литературăллă Чăваш Ен, кĕнеке – 2024» ятпа курав йĕркеленĕ. Кунта Чăваш кĕнеке издательствинче 2024 çулта пичетленсе тухнă 30 кĕнеке хăйсен вырăнне тупнă.
Ку куравпа аслă çултисем те, кĕçĕннисем те кăмăлласах палашаççĕ. Аслăрах çултисем А.А. Афанасьевăн «Юманлăх çулçă тăкмарĕ» ?роман/, А.Н. Русаковăн «Турхан сăмахĕ» ?роман/, Улькка Эльменĕн «Интернетри юрату» ?повесть/, Е.Г. Алексеевăн «Пилеш куççулĕ» ?калавсем/, Альбина Юратун «Пĕр ывăç канфет» ?калавсем/ кĕ- некисене кăмăлласа вулаççĕ. О. Михайлован «Пĕрремĕш çĕнтерÿ», В. Андреевăн «Ачалăх сăввисем», В. Николаевăн «Маттурсем-хастарсем» хайлавĕсене аслă класра вĕренекенсем тата яш-кĕрĕм кăмăлларĕç. Акă О. Михайлован «Пĕрремĕш çĕнтерÿ» кĕ- некине 9 калав кĕнĕ. Вĕсенче çамрăк автор ачасемпе яш-кĕрĕмĕн кулленхи пурнăçне, шухăш-ĕмĕтне çутатать. Унăн геройĕсем ырă кăмăллă, ĕçпе вĕренÿре хастар, чăн-чăн туслăха хаклама пĕлеççĕ, аслисене хисеплеççĕ.
Кураври 16 кĕнеке ача-пăча валли çырнă хайлавсем. Калас пулать, кĕнеке тусĕсем вĕсемпе питĕ кăмăллă, вулама интереслĕ, ÿнерçĕсем илемлĕ ÿкерчĕксем кĕртес енĕпе нумай тăрăшнă. Кĕнекесене вуласан нумай ла- йăххине, çĕннине пĕлетĕн, тавра-курăм ÿсет. Вулавçăсене кĕнекесемпе тата та çывăхрах паллаштарас тĕллевпе вулавăшра, шкулта тишкерÿсем, калаçусем тата ытти тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.
Çак кунсенче вулавăшра 1-4-мĕш классра вĕренекен ачасемпе «Кĕнекесем – пирĕн туссем» ятпа кĕнеке уявĕ иртрĕ. Малтанах кĕнеке тусĕсене, ял вулавăш ертÿçи Т.В. Иванова конкурс положенийĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех ял вулавăшĕ йĕркеленипе пирĕн вулавçăсем çак конкурса кашни çулах питĕ хастар хутшăннине палăртрĕ.
Малалла ачасем З. Сывлăмпин «Хăюллă пакша», М. Карягинан «Ачаш ача» кĕнекесенчи çутçанталăк, чĕрчунсем, туслăх çинчен çырнă сăвăсене юратса вуларĕç, йывăç-курăк ячĕсене пĕлес шутпа «Пĕлетĕн-и;» викторинăра тупăшрĕç. М. Карягинан «Ачаш ача» кĕнекери «Пÿрне вăййи» сăвă пурне те килĕшрĕ, кăшăл туса юрласа çаврăнса та вылярĕç. Л.Н. Петрован «Кун ячĕсем» кĕнекепе паллашни те ачасемшĕн питĕ усăллă пулчĕ. Сăвăлла юмахсем пĕчĕк вулакансене кун ячĕсемпе паллаштараççĕ. Эрнери кунсем хаваслă пурăнаççĕ: кашниех юратнă ĕçĕпе аппаланать, юлташĕсемпе вылять тата хăнана çÿреме кăмăллать. Сăвăлла юмахсене кашни саспа вуласа кун ячĕсемпе тĕплĕн паллашрĕç кĕнеке тусĕсем. Юлия Силэм çырнă «Хĕвел питлĕ кукăль» кĕнекери калавсене, юмахсене вуласа пăхса тухнă хыççăн ачасене нумай ыррине ăша хывтарчĕ, унпа вĕсем чăваш халăхĕн ытарлă сăмахĕсем пурнăçра мĕнле пулăшса, вĕрентсе пынине пĕлчĕç.
О. Австрийскаян «Пĕррехинче кайăк-кĕшĕк картишĕн- че» кĕнекипе паллашнă хыççăн, килти чĕрчунсене мĕнле пăхмаллине, упрамалли çинчен калаçрĕç. Юлашкинчен кĕнеке тусĕсем «Кĕркунне» темипе ÿкерчĕк-сем сăрлама кăмăлларĕç.
Мероприятие вĕçлесе вулавăш ертÿçи ачасене кĕнекепе яланах туслă пулма, ăна упрама канаш пачĕ. «Кĕнекепе яланах туслă пулăр. Кĕнеке вăл – тус, юлташ, ăс паракан», _ вĕçлерĕ сăмахне вăл.
Таисия ИВАНОВА,
Çĕнĕ Шелттем ял
вулавăш ертÿçи

