«Комсомол чĕрери чи чаплă ят, иксĕлми вăй-хăватпа ялкăшать… Çак юрра эпир студентсен отрядĕнче те, клуб сцени çинче те, субботниксем ирттернĕ вăхăтра та юрланă. Çулсем аякка юлчĕç пулин те çак юррăн сăмахĕсем те, кĕвви те яланах асăмра», _ тесе аса илет Канаш хулинче пурăнакан Елена Родионовна Яковлева.
Комсомол организацийĕ йĕркеленнине 107 çул çитес умĕн Елена Яковлевăпа курса калаçма тÿр килчĕ.
Вăл Çĕрпÿ районĕн хĕрĕ. Октябрьски ?хальхи Сĕнтĕр- вăрри» районне кĕрекен Шĕнĕрпуç ялĕнче вăтам шкул пĕтернĕ.
_ Комсомола кĕни те асăмрах», _ тесе аса илет Елена Родионовна. _ Комсомол райкомне çитрĕмĕр. Пурте пăлханатпăр. Бюрора ларакансем пире ыйтусем пачĕç. Комсомол билетне алла илсен, пурте питĕ савăнтăмăр. Комсомол ретĕнче пулни пурин явап- лăхне ÿстерчĕ: вĕренÿре те, обществолла ĕçре те. Мĕнле кăна ĕçсем тумарăмăр-ши; Килсене çÿресе ватăсене пулăшрăмăр, тимĕр-тăмăр пухрăмăр, колхоз ĕçĕнче те ĕçлерĕмĕр. Пире, комсомолецсене, шкулта тухса тăракан стена хаçачĕ çине те мухтаса çыратчĕç.
Елена Яковлева тĕп хулари ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе аслă пĕлÿллĕ специалист пулать. Вĕренсе тухсан Калинин облаçĕнче ?хальхи Тверь облаçĕ/ направленпе Кувшинсикй районĕнчи «Кувшинский» совхозра тĕп зоотехник пулса ĕçлет. Анчах шăпа ăна Канаш районне илсе çитерет. Асхва ялĕнчи Володя ятлă çамрăкпа çемье çавăраççĕ. Икĕ комсомолец комсомолла туй туса пĕрлешнĕ. Мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăл çитĕнтернĕ.
Елена Родионовна чылай çул хушши парти райкомĕн- че яваплă ĕçре тимленĕ. Тивĕçлĕ канура пулсан та, çулĕсемпе çамрăках мар пулин те хастарлăха çухатман ха. Вăл районти ветерансен «Сÿнми вучах» халăх хорĕн старости. Çавăн пекех ветерансен президиумĕн ĕçĕнче тăрăшулăх кăтартать. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн «За трудовую доблесть» медале тата ытти пысăк наградăсене те илме тивĕç пулнă.
Комсомол кунĕ _ çулталăк- ри чи хаклă уявсенчен пĕри тесе шутлать вăл. Çав çынсем ĕнер хастар комсомолецсем пулнă пулсан, паян вара вĕсем пурнăçра пысăк çитĕнÿ тунă çынсем. Хамăр хушăмăрта та сахал мар вĕсем. Комсомол 100 çул тултарас умĕн Василий Лапин районта тухса тăракан хаçат çине «Пукăртан каччи Руслан Иванов кремльте съездра пулнă» статйине пичетлесе кăларчĕ. «Хисеп палли» ордена çамрăклах илме тивĕç пулнă Руслан, комсомолăн 18-мĕш делегачĕ çĕршыври мĕнпур комсомолецсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕ. Кун пек паттăрсем пирĕн татах та нумай.
Вăхăт хăвăрт шăвать, чылай япала улшăнать. Анчах та эпир, ĕнерхи комсомолецсем, яланах çамрăк. Статьяна вĕçлесе пынă май хисеплĕ Елена Родионовнăна «Сÿнми вучах» ушкăнпа пĕрле ырлăх-сывлăх сунатпăр, çамрăк чухне комсомолта туптаннă хастарлăх ан çухалтăр.
Ольга ТЕРЕНТЬЕВА

