Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Музыка культурипе паллашма пултарĕç

Музыка культурипе паллашма пултарĕç

Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче Мускавра «Раççей наци центрĕнче» «Раççейĕн хальхи музыка картти» Пĕтĕм Раççей фестивалĕн гала-концерчĕ иртĕ.
Ку проект çĕршыври композиторсене пĕрлештернĕ. Пĕр каçра куракансем пĕтĕм регионăн музыка культурипе паллашма пултарĕç. Кĕвĕ хайлавĕсене Юрий Башмет ертсе пыракан «Новая Россия» патшалăх симфони оркестрĕ тата Людмила Зыкина ячĕпе хисепленекен «Россия» вырăс халăх ансамблĕ (ертӳçи – Дмитрий Дмитриенко) шăрантарĕç.
Çавăн пекех хор тата ташă ушкăнĕсем хутшăнĕç. Ятарлă хăнасем – Шаман тата Татьяна Куртукова. Тĕрлĕ халăхăн кĕвĕ инструменчĕсем концерта тата пуянлатĕç.
«Раççейĕн хальхи музыка картти» проект Чăваш Енре пуçланнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *