Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Хура-шурне нумай тÿссе ирттернĕ

Хура-шурне нумай тÿссе ирттернĕ


Кармами выççăлккинче пурăнакан Серафима Константиновна Гаврилова çак кунсенче 95 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Сумлă юбилейпа ăна Чакаç территори пайĕн тĕп специалисчĕ Надежда Николаева чечек çыххи тата асăнмалăх парне парса ăшшăн саламларĕ, Кремльтен ярса панă çырăва вуласа пачĕ. Мăкăр ялĕнчи культура ĕçченĕ Вероника Иванова тата Венера Николаева илемлĕ чăваш юрри парнелерĕç, юбиляршăн вăл чун уççи пулчĕ.
Серафима Констатиновна хальхи вăхăтра 5 ачипе, 10 мăнукĕпе тата 11 кĕçĕн мăнукĕ-пе савăнса пурăнать.
Юбиляр Кармами выççăлкки ялĕнче йышлă çемьере кун çути курнă. Йывăр пулнă, анчах та йывăрлăха парăнман, ашшĕпе амăшĕ 6 ачине ура çине тăратса çын тăвас тесе тăрăшнă. Вăрçă вăхăтĕнче çитĕннĕ хĕр хулпуççийĕ çине çамрăклах йывăр ĕç тиеннĕ.
«Ĕмĕр ĕмĕрлесси çăмăлах пулмарĕ», _ пĕлтерет ватă. Ашшĕн- чен çамрăклах тăлăха юлнă, хура-шурне нумай тÿссе ирттернĕ. «Хамăн вăрăм кун-çулта мĕн кăна тÿссе ирттермерĕм пулĕ», _ аса илсе хăварчĕ ватă. _ Вăрçă çулĕ-сем уйрăмах асаплă пулчĕç. Çав синкеклĕ пулăм çĕршывра пурăнакан кашни çынна пырса тиврĕ, йывăр пулсан та тÿснĕ, чăтнă, ялан çутă та телейлĕ малашлăха шаннă», _ çапла пуплет пурнăçри тумхахлă кун-çулне тишкернĕ май кинемей.
Вăл чылай çул чукун çул çинче вăй хунă, вырăнти культура çуртне тата шкул çĕкленĕ çĕрте те сахал мар пилĕк-çурăмне авнă, колхоз ĕçĕсенчен те пăрăнса юлман, шкулта техничкăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Серафима аппа тыл ĕçченĕ тата Ĕç ветеранĕ сумлă ятсене тивĕçнĕ.
Ачасем _ пирĕн пуянлăх. Çак сăмахсем чăн ĕнтĕ. Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем çинчен калаçу пуçласан савăнăç куççульне пытараймасть.
Серафима Константиновна сăн-пичĕпе те, кăмăлĕпе те сăпайлă ватă. Паянхи кун вăл хăйĕн хĕрĕпе, Галинăпа, шăкăл-шăкăл пурăнать. Чăннипех ĕнтĕ, ырă кăмăлпа кĕтекен кил çурта килсех тăрас килет. Серафима Константиновна хаваслă кăмăл-туйăмпа пăхса киленсе ларчĕ. Юбиляр çамрăклăх çулĕ- сене аса илсе артистсене алă çупса хавхалантарчĕ, вăрăм çула кĕскетсе уява килнĕшĕн чĕререн тав турĕ.
Сумлă юбилей ячĕпе сире, Серафима Константиновна! Ватлăху сирĕн канлĕ пултăр, ачăрсемпе мăнукăрсен юратăвĕ сире ăшăтса вăй-хал парса тăтăр. Пирĕшти яланах çумра çÿретĕр, сар хĕвел ăшшипе, çут тĕнче илемĕпе малашне те савăнса пурăнмалла пултăр. 100 çулхи юбилейне кĕтсе илме сире Турри пиллетĕр.
Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *