Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > «Тÿрĕ эфира» килнĕ кашни ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрĕç

«Тÿрĕ эфира» килнĕ кашни ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрĕç


Ытларикун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «тÿрĕ лини» ирттернĕ. Олег Алексеевич тÿрĕ эфирта çынсен ыйтăвĕсем çине кăçалхипе 23-мĕш хут хуравланă.
«Тÿрĕ лини» икĕ сехет пынă, çак тапхăрта унта пĕтĕмпе 800 ытла ыйту килнĕ. Вĕсем 25 тĕп темăна пырса тивнĕ _ социаллă сферăран инфраструктура таран. Ыйтусенчен 50-шне Олег Николаев эфир вăхăтĕнче уçăмлатса хăварнă.
Вĕсем нумай ачаллă çемьесемпе ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксене тата вĕрентекенсемпе сусăрсене тивĕçтерекен çăмăллăхсем тавра пулнă, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферипе çул-йĕр строительствине пырса тивнĕ. Муниципалитетсенче пурăнакансене çавăн пекех вырăнта тума тытăннă объектсен стройкисем хăçан вĕçленесси те кăсăклантарнă.
Регион ертÿçи тÿрĕ эфирта ятарлă çар операцийĕнче суранланнисене укçан пулăшу парассине пĕлтернĕ. Çак тÿлеве илмешкĕн заявленисене чÿк уйă- хĕнчен йышăнма тытăнĕç. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерсви пулăшу мерине йĕркелессипе ĕçлет. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, республикăра салтаксене реабилитаци тухма пулăшас ыйтăва та пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
«Тÿрĕ лини» вăхăтĕне Сĕнтĕр- вăрринчи авариллĕ тесе йышăннă çуртра пурăнакансем Чăваш Ен Пуçлăхĕнчен пулăшу ыйтнă. Олег Николаев палăртнă тăрăх, ку ыйтăва пăхса тухмалла. 2026 çултан республика 2021 çул хыççăн авариллĕ тесе йышăннă çуртсемпе ĕçлеме пуçлĕ. Кашни çурта тĕплĕн тишкерĕç. Сĕнтĕр- вăррринчи Вăрман урамĕнче выр- наçнă 1-мĕш çурта вара халех пăхĕç.
Трансляцие çынсем «Россия 24» ?Чăваш Ен ПТРК/ телеканалпа курма тата Раççей радиовĕн хумĕсем çинче итлеме пултарнă. Çавăн пекех онлайн-трансляци регион ертÿçин телеграм-кана- лĕнче тата Контактра социаллă сетьре «Чувашская Республика» ушкăнра пынă. Ыйтусене трансляци чатне çырса е телефонпа шăнкăравласа калама пултарнă.
«Тÿрĕ эфира» килнĕ кашни ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрĕç. Вĕсене тĕплĕн тишкерсе тухнă хыççăн кĕске вăхăтра татса памашкăн регион ертÿçи ятарлă ведомство ертÿçисемпе округ пуçлăхĕсене хушу панă.
Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *