Раççейре чи илемлĕ хулана палăртас тĕллевпе сасăлав пырать. Лидерсен йышĕнче вара Шупашкар та пур.
Чăваш Ен тĕп хулишĕн хальĕхе 60 пин ытла çын сасăланă. Вăл Пĕтĕм Раççейри рейтингра 4-мĕш вырăн йышăнать. Шупашкар – Атăлăн чăн-чăн ахахĕ. Кунта чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе хальхи хула аталанăвĕ килĕшӳллĕ пĕрлешсе тăраççĕ.
Кашни сасă – тăван хулана пулăшни! Уншăн «Раççей хули. Наци суйлавĕ» проектăн официаллă сайтĕнче сасăлама май пур. Сасăлава кăçалхи раштавăн 31-мĕшĕнче Мускав вăхăчĕпе 12 сехетре пĕтĕмлетĕç.
Аса илтеретпĕр: 2013 çулта асăннă конкурсра Шупашкар пĕрремĕш вырăн йышăннă, ун чухне вăл 167,3 пин сасă пухнă. «Раççей хули. Наци суйлавĕ» конкурс кашни çулах иртет. Унта регионсенчи тĕп хуласем хутшăнаççĕ.

