Чӑваш Енре кӑҫал юсанӑ ҫулсен лаптӑкӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан 3 хут ытларах.
Ҫавӑн пекех 2025-мӗш ҫулта «НИМЕ – халӑх бюджечӗ» программӑпа 259 проекта пурнӑҫа кӗртме 349 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев халӑх пуҫарӑвӗ ҫинче никӗсленнӗ ӗҫ-пуҫа епле йӗркеленине сӑнаса тӑма, вӑл шутра Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти тротуарсен пахалӑхне тимлӗх уйӑрма хушнӑ.

