Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Вĕрентекен, яту сан сумлă

Вĕрентекен, яту сан сумлă


Çĕр çинче вун-вун тĕрлĕ професси. Кашниех хăйне май кирлĕ тата пĕлтерĕшлĕ. Çапах та чи пархатарлисенчен пĕри _ вĕрентекен.
Вăл енĕпе ĕçлеме вăй-хал та, чăтăмлăх та кирлĕ. Пур вĕрентекен те пысăк ĕçшĕн мухтава тивĕçлĕ.
Мухтава тивĕçлисенчен пĕри _ Лилия Ермолаевна Ефимова. Вăл Çĕнĕ Ачча ялĕнче кун çути курнă. Ашшĕ _ Ермолай Михайлович чугун çул çинче, амăшĕ Клавдия Евдокимовна колхозра тăрăшнă. Çемьере тăватă ача çитĕннĕ. Лилия _ чи кĕçĕнни.
Анчах та чугун çул çинчи инкеке пула ачасем ашшĕсĕр тăрса юлаççĕ. Çавна пулах пĕтĕм ĕç амăшĕ çине тиеннĕ. Клавдия Евдокимовна ачисене ура çине тăратас тесе колхозра та, килте те ырми канми ĕçленĕ.
Хĕрача 1953 çулта Çĕнĕ Чалкасси шкулĕнче вĕренме тытăннă. Вăтам пĕлĕве Çĕнĕ Ачча шкулĕне илнĕ. Букваре шкула кайичченех вулама тытăннă вăл. Шкулта питĕ тăрăшуллă вĕреннĕ. Уйрăмах вăл физика-математика предмечĕ- сене килĕштернĕ. Вĕренÿри тăрăшулăхне кура Ачча шкулне кĕмĕл медальпе пĕтернĕ. Аслă пĕлĕве И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче илнĕ.
1969 çулта направленипе Çĕнĕ Чалкасси шкулĕнче математика предметне вĕрентме тытăннă. Шкулта ачасене вĕрентме условисем сахал пулнă пулин те учительсем вĕсене çирĕп пĕлÿ пама тăрăшнă. Вĕсем валли тĕрлĕрен кружоксем те йĕркеленĕ.
Лилия Ермолаевна суйласа илнĕ çул çăмăл мар, çапах та пархатарлă та сумлă. Акă мĕнле аса илет вĕрентекен хăй шкулта ĕçленĕ çулсене: «Тепĕр хут çуралса алла професси илме тивсен те эпĕ учитель ĕçнех суйласа илнĕ пулăттăм. Маншăн чи пахи _ хам ăс панă вĕренекенсем çĕршывшăн кирлĕ çынсем пулни».
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алевтина Яшманова çапла аса илет: «Пирĕн- шĕн Лилия Ермолаевна ырă, сăпайлă, çивĕч ăслă, кашни ачашăн яваплă класс етÿçи пулнă. Унăн урокĕсем пуласса кĕтнĕ, вĕсене вăл пысăк ăсталăхпа ирттеретчĕ, кашни темăна вĕренекен патне çитерме тăрăшатчĕ. Çутçанталăк ăна ырă енсене анчах панă».
Çĕр çинче пурăнакан кашни çын телейлĕ пулма тивĕç. Çĕнĕ Чалкасси шкулĕнче вĕрентнĕ чухне Лилия Ермолаевна хăйĕн юратăвне тĕл пулнă. Шăпа ăна çак шкулта вĕрентнĕ çамрăк учительпе Петр Ефимовпа çыхăнтарнă. Хисеплĕ мăшăр 53 çул пĕрле пĕр-пĕрне упраса, килĕштерсе пурăнать.
Лилия Ермолаевна 20 çул ытла Канашри педагогика училищинче çамрăксене математика, аслă ?высшая/ математика предмечĕсене вĕрентнĕ. Вĕренекенсене вăл унта та çирĕп пĕлÿ панă, пĕтĕм чунĕпе яваплăха туйса ĕçленĕ.
Лилия Ермолаевна 40 çул ытла педагогика ĕçĕнче вăй хунă. Мĕнпур чунри ачашлăха, юратăвне вĕрентекенсене панă. Вăл вĕрентсе кăларнă ачасен шучĕ те çук. Вĕсен хушшинче çар çыннисем, воспитательсем, культура, суту-илÿ ĕçченĕсем, тĕрлĕ енлĕ рабочисем, учительсем, ял хуçалăхĕнче, стройкăсенчсе тата ытти тĕрлĕ ĕçре вăй хуракансем. Вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕн- че хăйсен ырă ĕçĕсемпе савăнтараççĕ.
Ăста педагогăн пархатарлă ĕçне патшалăх чылай сумлă наградăпа палăртса хăварнă.
Лилия Ермолаевна тивĕçлĕ канура пулсан та ĕçсĕр пурăнмасть. Çуллахи вăхăтра хăйĕн мăшăрĕ- пе Петр Ивановичпа дачăра пахча-çимĕç, урма-çырла çитĕнтерет. Вĕсем районти ветерансен «Сÿнми вучах» халăх хорне те çÿ-реççĕ. Концертсемпе районта анчах мар, кÿршĕри ялсенче пулса хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ.
Çак кунсенче Лилия Ермолаевна сумлă 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. «Сÿнми вучах» ушкăнпа пĕрле ăна тăванĕсем, вăл вĕрентсе кăларнă ĕнерхи шул ачисемпе студентсем, пĕлĕшĕсем саламларĕç. Çирĕп сывлăх, телейлĕ кунсем, канлĕ ватлăх сунчĕç.
Тавпатуç сире, хаклă вĕрен- текенĕмĕр, пархатарлă ĕçĕр- семшĕн.
Ольга ТЕРЕНТЬЕВА
Çĕнĕ Чалкасси ялĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *