Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Шартлама сивĕре кунне-ҫĕрне пĕлмесĕр тертленнĕ

Шартлама сивĕре кунне-ҫĕрне пĕлмесĕр тертленнĕ


Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче ҫулсеренех Сӑр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тӑвас ĕҫе хутшӑннисене аса илетпĕр.
Тылри хĕрарӑмсемпе ачасем, ватӑ ҫынсем кĕске хушӑра 400 ҫухрӑма яхӑн тӑшман ҫулне пӳлмелли йĕрсем чавнӑ. Шартлама сивĕре кунне-ҫĕрне пĕлмесĕр тертленнĕ.
«Ҫав йышра манӑн асанне Анна Афанасьевна Николаева та пулнӑ. Хӑрушӑ тапхӑрти паттӑрсен чун хавалĕ, Ҫĕнтерĕве ĕненни – историйĕн пĕр пайĕ. Ҫакна эпир ĕмĕр астума тивĕҫ. Чунтан хисеплесе, паттӑрсемпе мӑнаҫланнине палӑртса пуҫа таятӑп», – ҫырнӑ хӑйĕн телеграм-каналĕнче Республика Пуҫлӑхĕ Олег Николаев.
Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансене асăнмалли кун Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕнче сумлă мероприяти иртнĕ. Зала пухăннисене Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова тата Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзӗн ертÿçи Наталья Николаева саламланӑ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшакан предприяти-организаци ертÿçисене тата хастар волонтерсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысланӑ. Уява юрă-кĕвĕпе Чăваш патшалăх симфони капелли илем кÿнĕ.
Ҫав кунах Чăваш Енри округсен делегаци- йĕсем Куславкка тăрăхĕнчи Чĕмсĕр чикĕсене тăвакансене халалланă астăвăм комплексне те ҫитсе килнĕ. Астăвăм палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *