2026 ҫулта К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Паттӑрсем вилмеҫҫӗ» спектакль кӑтартӗҫ.
Вӑл ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене халалланӑскер пулӗ. Театр РФ Культура министерствин грантне ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗмпе – 3,5 миллион тенкӗ. Спектакле шӑпах ҫак грантпа сцена ҫине кӑларӗҫ.

