Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Сӗт нумайрах суса илнӗ

Сӗт нумайрах суса илнӗ


Чӑваш Енре пӗр ӗнерен 6 пин те 438 кило сӗт суса илнӗ. Ку вӑл иртнӗ 9 уйӑхри кӑтарту. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан 6,2% нумайрах.
Талӑкра пӗр ӗне вӑтамран 18 кило сӗт антарать. Ку енӗпе Шупашкар тӑрӑхӗнчи «Чурачикское», «ЧебоМилк», «Ольдеевская» предприятисем малта пыраҫҫӗ. Ҫак йышра ҫавӑн пекех Елчӗк округӗнчи «Победа», Каҫал тӑрӑхӗнчи «Рассвет», Муркаш тӑрӑхӗнчи «Ударник» хуҫалӑхсем те пур.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *