Ҫулталӑк вӗҫӗ тӗлне республикӑри хальхи ӑру библиотекисен шучӗ 40-е ҫитӗ.
Пурӗ кӑҫал 103 миллион тенкӗлӗх 12 вулавӑша ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫавна май кашни муниципалитет- ра сахалтан та пӗрер ҫӗнӗ йышши библиотека ӗҫлӗ.
Хальхилле уҫӑлнӑ хыҫҫӑн вулавӑша ҫӳрекенсен йышӗ вӑтамран 53 процент таран ӳсӗ.
«Ҫемье» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тепӗр 14 объекта 2026-мӗш ҫулти юсав программине кӗртнӗ.

