Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Илем конкурсĕнче палăрнă

Илем конкурсĕнче палăрнă


Шупашкар хĕрĕ «Раççей Çĕр миссисĕ» конкурсра палăрнă.
Анастасия Букина «Раççей бизнес миссисĕ» номинацире çĕнтернĕ. Хальхи вăхăтра вăл Санкт-Петербургра пурăнать. Анастасия – виçĕ ача амăшĕ. Вăл чылай çул ресторан бизнесĕнче тăрăшнă, 4 ресторанăн директорĕ пулнă. Халĕ хĕрарăмсем валли тĕрлĕ курс, ăсталăх класĕ йĕркелет.
Анастасия илем конкурсĕсене час-часах хутшăнать. Кăçал вăл «Санкт-Петербург тата Ленинград облаçĕн миссисĕ» тупăшăвăн финалистки пулнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *