Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > «Алтайская сортировочная» чугун çул станцийĕ

«Алтайская сортировочная» чугун çул станцийĕ

?Малалли. Пуçламăшĕ 41 №/
Пурте çывăрма выртрĕç. Виталипе иксĕмĕрĕн кăна ыйхă килмест. Каç шăплăхĕнче вакун кустăрмисен сасси тата хытăрах илтĕнет, чĕре тапнине те туятпăр.
Çул çине тухни тăватă талăк иртрĕ, çав-çавах çулăн вĕçĕ курăнмасть.
«Ытла та анлă пирĕн çĕршыв», _ тетĕп эпĕ Виталие. «Ку тĕрĕсех, тĕнче татах та анлăрах. Апла пулин те çынна çĕр çинче яланах пурăнма йывăр. Килĕштерсе пурăнма пĕлместпĕр», _ хуравлать вăл шухăша путса.
Ир пулса çутăлсанах вагон чÿречи патне васкатпăр. Умра вĕçĕ-хĕррисĕр çеçен хир. Кĕтмен çĕртен шурă сурăхсен кĕтĕвĕ курăнса кайрĕ.
«Эпĕ кунти тавралăхра пурнăç пĕтнĕ пуль тесе шутланăччĕ», _ тет ман юлташ.
Сурăхсен йышлă кĕтĕвне икĕ юлан- утлă кĕтÿçĕ сыхлаççĕ. Вĕсене пулăшакан икĕ хура йытă унталла-кунталла чупкалаççĕ.
Таçта аякра ут кĕтĕвĕ курăнать.
«Апла пулсан, кунта та пурнăç пур иккен», _ çиçсе илет пуçра шухăш.
Кăнтăрла иртсе каç еннелле сулăнчĕ. Тавралăхăн сăн-пичĕ улшăнса пыни сисĕнме пуçларĕ. Çеçен хир сарă тĕсне симĕс тĕспе улăштарать. Пĕчĕкрех кÿлĕсем курăнма пуçларĕç. Ÿсен-тăран тĕнчи пуянлансах пырать. Вăрман катисемпе симĕс улăхсем тавралăха илем кÿреççĕ.
Пиçсе çитнĕ сарă тырпул уйĕсем курăнма пуçларĕç.
Алтай тăрăхне çитсе кĕтĕмĕр. Каç пулса тĕттĕмлениччен пирĕн поезд Барнаул хулин чугун çул вокзалне çитсе чарăнчĕ. Кунта пире комсомол комитечĕн секретарĕ Александр Федорович Калядин кĕтсе илчĕ. Вăл каланипе пирĕн çитес çĕре тата 12 çухрăм пригороднăй поездпа каймалла. Сарлака Обь шывĕ урлă каçнă вăхăтра тĕттĕмленсех çитрĕ. Чÿречерен пысăк кĕперĕн мĕлкине кăна куратпăр.
Вăхăт нумай та иртмерĕ, поезд пире чугун çулăн пĕр тĕмескине антарса хăварчĕ те малалла Новосибирск хули еннелле вĕçтерчĕ. Таврара сĕм-тĕттĕм, йĕп чиксен те куç курмасть. Умра пăравуссен çĕр каçмалли вырăнĕ ?ДЕПО/. Эпир каякан хĕсĕк сукмак кукăр-макăр, тумхахлă.
Умри çыннăн мĕлкине чухласа пĕр-пĕрин хыççăн утса культура çурчĕ умне çитсе чарăнтăмăр.
Кустăрма çинчи
поселок
Пире культура çурчĕн çутă лапамĕн- че кĕтсе илчĕç. Кунти çамрăксем тин кăна килсе çитнисене пулăшма килнĕ. Çывăхрах кустăрма çинчи тавар вакунĕсенчен ăсталаса тунă хваттерсем. Вĕсем рельссем çинче ретĕн-ретĕн карталанса лараççĕ. Сайрарах лартса тухнă юпасем çинчен лампочкăсен çути тавралăха имшеррĕн çутатать. Хваттерсен тăваткал чÿречисем тĕп-тĕттĕм.
Александр Федорович çамрăксене вырăна çитнĕ ятпа саламласа кĕске сăмах каларĕ.
«Строительно-монтажнăй поезд сире ырă сунса кĕтсе илет. Малашне ĕçлесе пурăнмалли кил кунта пулĕ», _ терĕ вăл.
Часах пире тахçан кĕтсе тăракан хваттерсене вырнаçтарма пуçларĕç. Тин кăна суккăр чÿречесен кантăкĕ-сем çутăлса пыраççĕ.
Пурне валли те вырăн çитменнипе пире вăхăтлăха культура çурчĕн сцени çинче çывăрмалли вырăнсем майлаштарса пачĕç. Вырăнти хуралçă кунта кĕрсе тухма, çÿреме çăра уççи тыттарчĕ. Вăл хурарах хыткан арçын, сухалĕпе çÿçĕ кăвакарса шуралнă. «Мана Федор Кузьмич тесе чĕнеççĕ. Сире мĕн те пулсан кирлĕ-тĕк ыйтăр. Эпĕ юнашарах хурал пÿртĕнче пулатăп», _ терĕ вăл. Кайма васкамарĕ. Залри тенкел çине ларнă май: «Эпир хăш тăрăхран пулнине пĕлес килет», _ терĕ. «Канаш енчисем», _ тесен. «Знаю, Знаю. Станция _ Канаш, начальник чуваш», _ тесе хучĕ. «Эпĕ ĕçлесе пурăнакан хурал пÿртне те Канашри ВРЗра юсанă. Çырса хуни те пур», _ пĕлтерчĕ вăл.
Пирĕн те ыйтса пĕлмеллисем нумай. Хамăр ăçти вырăна çитсе чарăннине чухлаймастпăр-ха.
Çак вырăн çинчен тĕрĕссине каласа парсан ĕненме те çук пек туйăнать. «Эпир халь пурте ĕмĕрхи Обь шывĕн тĕпĕнче ларатпăр. Çак вырăнта çĕршер пин çул каялла пысăк шыв кĕрлесе юхнă. Каярахпа вăл хăйĕн çулне майĕпен ылмаштарса пынă та «вилĕ» Обь тĕпĕ пулса юлнă ?старица/», _ каласа парать пире Федор Кузьмич. Эпир ăна çăвар карса итлетпĕр.
«Эсир ĕçлеме килнĕ организаци СМП-140 вырăнтан вырăна куçса çÿ-рет. Пĕлтĕр вăл Барабинск станцинчен кунта çитнĕ. Поезд начальникĕ _ Сосинович Владимир Леонидович», _ терĕ те ура çине тăчĕ. «Ачасем, çуллахи çĕр кĕске, авă ирхи шурăмпуç палăра пуçларĕ. Выртса канăр, канлĕ çывăрăр», _ тесе сывпуллашрĕ те хурал пÿрчĕ еннелле уттарчĕ.
Эпир хатĕр вырăнсем çине майлашса выртатпăр. Умра шурă материалтан ăсталанă кино экранĕ çакăнса тăрать. Çывăрса кайиччен пĕр-пĕ-ринпе паллашатпăр. Николай Адютанов _ Сигачи ялĕнчен, Сергей Изенгеевпа Николай Васильев _ Ульяновка ялĕнчен, виççĕшĕ те Патăрельсем. Çул çинче ĕшеннĕ çамрăксем пурте хăвăрт çывăрса кайрĕç.
Ирхине, эпир вăранса тула тухнă чухне, хĕвел курăнмасть пулин те унăн шевлисем вакун тăрринчен шуса ÿксе тавралăха çутатаççĕ. Ирхи йăваш çил ÿт-пĕве çÿçентерсе кăтăклать.
Федор Кузьмич, çĕрĕпех çывăрманскер, хăйĕн хурапа шурă тĕслĕ йыттине туртăнтарса карнă пралук çинчен вĕçертсе хурал пÿрчĕ çумĕн-чи ункă çумне кĕскетсе çаклатать. Палламан çынсене курсан çăмламас йытă талпăнса вĕрет.
Хуралçăпа аякранах сывлăх сунса калаçма пуçларăмăр. Хаяр йытти те майĕпен лăпланса хуçи çумне сĕртĕнсе ачашланма пуçларĕ, вĕрме чарăнчĕ. «Ирхи апат çиме Депона кайăр, унта тутлă пĕçереççĕ, хакĕ те ытлашши çыртмасть», _ тет пире мучи ăс парса.
Эпир Виталипе иксĕмĕр Депо еннелле утатпăр. Сукмакăн икĕ енĕпе анлă улăх сарăлса выртать. Акă хĕрлĕ кирпĕчрен купаласа тунă капмар çурт курăнса ларать. Кунта пăравуссем çĕр каçаççĕ, пăсăлсан вĕсене юсаççĕ. Улăхра пăравуссене çаврăнмали вырăн пур. Вĕсем кунта кутăн кĕрсе пуçăн тухса малалла каяççĕ. Депоран инçех мар чугун çул иртсе каять. Каçхине пригороднăй поезд çинчен анса юлнă вырăна чухласа илтĕмĕр. Столовăя кĕрсе ирхи апат çирĕмĕр. Апачĕ чăнах та тутлă пулчĕ. Кунти столовăйпа буфет кунĕн-çĕрĕн ĕçлеççĕ. Ĕçлекен рабочисене апатпа тивĕçтереççĕ.
Поселокпа паллашас шухăшпа аслă чугун çултан юпленсе каякан çулпа поселокăн хĕвелтухăç енне çитсе чарăнтăмăр. Картипе йĕркеленсе тухнă вакунсен хушшисенче ансăр сукмаксем курăнаççĕ. Пур çĕрте те пĕлтĕрхи хытса кайнă çум курăксемпе кăçал шăтса тухнă курăксем талккăшĕпех ярса илнĕ. Поселок çывăхĕн-чи улăхăн айлăмĕнче çаврака кÿлĕ вырнаçнă. Унăн çыранĕсене симĕс хăмăшпа тĕрлĕрен йывăç тĕмĕсем хупăрласа илнĕ. Çÿлелле хăпаракан хĕвел çути кÿлĕ шывне илемлĕн йăлтăртаттарать. Айлăмра çĕр каçнă шурă тĕтре васкамасăр çÿлелле çĕкленсе куçран çухалса пынă вăхăт çитрĕ.
Чесноковка хули пире айлăмран курăнмасть. Вăл вилĕ Обь шывĕн кукăр-макăр çÿллĕ çыран хĕрринче вырăн тупнă. Кирпĕчрен купаласа хăпартнă тем çÿллĕш мăрйине кăна куратпăр, хура сĕрĕм пĕр вĕçĕмсĕр çÿ- лелле мăкăрланать.
Ĕлĕкхи Обь шывĕ хĕрринчи шăтăк-шатăк тамба çулĕ хула еннелле каять. Кунта машинăсем те сайра хутра çеç курăнкалаççĕ. Эпир вагонсем çумĕ-пе утатпăр. Пĕр вакунăн пусма картлашки çинче кăлтăрмач евĕрлĕ, ним шухăшсăр çăмламас йытă тĕлĕрет. Юнашар çынсем иртсе кайнине курман пек пулса уçи-уçми куçĕпе пире пĕр сас кăлармасăр ирттерсе ячĕ. Вакунсен айĕнче чăхсем усракансем те пур иккен.
Пире уйрăмах тем пысăкăш акшар чулĕсене ватса вĕтетекен машина тĕлĕнтерчĕ. Вăл чугун çул рельсĕ-сем çине вырнаçнă. Кабинăра ларакан машинист ковш пулăшнипе пысăк чул муклашкисене ярса илсе машина çăварне хыптарать. Лешĕ хăватлă шăлĕсемпе чула чăмăртаса ватать. Кĕрлесе тухакан сасă аякранах ил- тĕнсе тăрать. Çăра тусанĕ йăсăрланса улăх еннелле саланать.
Вакунсен речĕсем хушшинче шыв колонкисем вырнаçнă. Кунтах пĕчĕк столовăй, почта уйрăмĕ, уçă сывлăшра апат хатĕрлемелли кĕске мăрьеллĕ кăмакасем те пур. Юсав ĕçĕсене туса пыракан мастерскойсем, хуçалăхра кирлĕ ĕç хатĕрĕсене усрамалли складсем те вакунсенчех.
Кĕтмен çĕртен пĕр вакун умĕнче хамăр паллакан Трифонпа Витьăна тĕл пултăмăр. Вĕсем пире хăйсем патне кĕрсе курма чĕнчĕç. Кĕске картлашкапа хăпарса кустăрма çинчи пÿлĕме кĕтĕмĕр. Вĕсем кунта улттăн пурăнаççĕ, пурте пĕрле килнĕ Канаш район ачисем. Тамара кăна урăх çĕрте, хĕрсемпе пĕрле пурăнать.
Вакунра икĕ чÿрече пулнипе çутă. Выртса çывăрмалли таса вырăнсем. Алăкран кĕрсенех çĕр кăмрăкĕпе ăшăнакан плиталлă пĕчĕк кăмака, кĕ- тесре çăвăнмалли вырăн. Стенасене шурă тĕспе сăрланă. Электричество пур, анчах розеткăсем курăнмаççĕ. Вăрахчен курса çÿренĕ хыççăн хамăр çĕр каçнă вырăна таврăнтăмăр. Алăк çинче каçхине кино пуласси çинчен пĕлтерÿ çакăнса тăрать.
Кăтартнă вăхăтра халăх йышлăн пухăнса курав залне тултарса лартрĕ. Эпир кино экранĕ хыçĕнчи кроватьсем çине тăсăлса выртнă та тÿлевсĕ-рех кино куратпăр. Экран тепĕр енчен пăхнипе картинккисемпе çыннисем тепĕр майлă курăнаççĕ. Çывăхран пăхса куç ывăннипе пурте сисмесĕрех çывăрса кайнă.
Малалли пулать

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *