Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > 24 пине яхăн çынна тĕрĕсленĕ

24 пине яхăн çынна тĕрĕсленĕ

Правительство çуртĕнче кашни эрнере иртекен планерка вăхăтĕнче республикăра «Сывлăх патне утăм» проект мĕнле пурнăçланса пынине хакланă. Хальхи вăхăт тĕлне тухтăрсен мобильлĕ бригадисем кашни муниципалитета тенĕ пекех çитсе 24 пине яхăн çыннăн сывлăхне тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 3 пин ытла çынна тарăнрах диагностикăна янă.

Çак проект тăрăх «Сывлăх пункчĕсем» тĕрлĕ предприятисене те çитеççĕ, çынсен сывлăхне ĕçрен пăрăнмасăрах тĕрĕслеме май параççĕ. Çакăн пек мелпе хальлĕхе 679 ĕçчен усă курнă, вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем икĕ çул ытла шур халатлисем патĕнче пулман.

«Сывлăх патне утăм» проект малалла пурнăçланса пырать. Çавăн пекех «Кардиопуйăс», «Ача-пăча тухтăрĕ» тата «Аслисене тимлĕх» программăсем те хăйсен ĕçне тăсаççĕ.  

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *