Шупашкарта тÿлевсĕр Wi-Fi сетьне анлăлатнă. Премьер-министр Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх çĕнĕ Wi-Fi точкисем пассажирсем йышлăн обществăлла транспорта кĕтсе тăракан чарăнусенче ĕçлеме пуçланă.
Çак ĕçе «Цифрăллă Раççей» программа шайĕнче ЧР Цифра министерстви пулăшнипе пурнăçлама май килнĕ. Çапла халĕ мобильлĕ çыхăну япăх ĕçленĕ вăхăтра та интернетпа усă курма май пулĕ.
Тÿлевсĕр Wi-Fi-па усă курма телефон номерĕ тăрăх авторизаци тухмалла. Хăш вырăнта çакăн пек интернет-точкăсем пуррине Цифра министерствин сайтĕнчи интерактивлă карта тăрăх е ятарлă чат-бот урлă пĕлме пулать.

