Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнче пĕлтерĕшлĕ тĕл пулу иртнĕ. Тăван шкула ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекен салтак Алексей Матвеев пырса кайнă.
Алексей Анатольевич шкул ачисене салтаксен пурнăçĕ çинчен каласа кăтартнă, хăйĕн çарти опычĕпе паллаштарнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче аслă класра вĕренекенсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем те панă. Салтак вĕсем çине уçăмлă хуравсем панă.
Салтакпа куçа-куçăн курса калаçнă хыççăн çамрăксем ентешĕмĕрпе мăнаçланнине, вĕсемшĕн Алексей Матвеев ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнине палăртнă.

