Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнче «Профессионалитет» федераци проекчӗпе килĕшÿллĕн «Транспорт» отраслӗн вӗрентӳпе производство центрĕ уҫӑлнӑ.
Ҫак савăнăçлă пулăма халалланă уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Алла Салаева тата Анатолий Аксаков хутшăннӑ.
Регион ертÿҫи Олег Николаев палартнă тăрăх, «Профессионалитет» проект колледжсенче, техникумсенче тата предприятисенче уçăлакан вӗренӳпе производство центрӗсем ĕç рынокĕ ыйтакан кадрсене хатĕрлеме, вӗрентӳ процесне производствӑпа пӗрлештерме, специалистсен ăсталăхне ÿстерме май парать.

