Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Инкексен шучĕ чакнă

Инкексен шучĕ чакнă

Регионăн çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн ертӳлĕхĕ журналистсене пресс-конференцие пухнă. 

Управлени пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марат Михайлов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çурла уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне республикăра 16 çулчченхи ачасем хутшăннипе пулнă 52 аварие шута илнĕ, вĕсенче иккĕн вилнĕ, 52 ача аманнă. Инкексен шучĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 15 процент чакнă, аманнисен йышĕ те 24,6 процент чухлех пĕчĕкленнĕ. Вилнисен шучĕ вара икĕ хут пысăкланнă – иртнĕ çулхи кăрлач-утă уйăхĕсенче çул çинче пĕр ача пурнăçĕ татăлнă. Инкексенчен ытларахăшĕ – ачасене транспорт таптани. 22 тĕслĕхрен 10-шĕнче вĕсем çуран çынсем çул урлă каçмалли вырăнсенче шар курнă. Çавăн пекех ачасем мототранспорт рулĕ умне ларса час-часах пăтăрмаха лекеççĕ, шăпах çакăн пирки тĕплĕ калаçу пулнă. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *