Чӑваш Енре вӑрмана кӑмпана кайсан ҫухалнӑ арҫынна овчарка тупма пулӑшнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 57-ри арҫын Улатӑр районӗнчи вӑрмана кӑмпана кайнӑ. Ҫухалнине пӗлсен ӑна тӑванӗсем хӑйсем тӗллӗн тупайман, полицирен пулӑшу ыйтнӑ.
Йӗрке хуралҫисем Кобра ятлӑ Бельги овчарккипе ҫула тухнӑ. Йытӑ йӗр шӑршине тупса кӑмпа тултарнӑ хутаҫ патне илсе ҫитернӗ. Арҫынна вара ирхине тупнӑ. Вӑл Улатӑр округӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнчен каякан ҫул ҫинче пулнӑ.
Полици асӑрхаттарать: вӑрмана кайнӑ чухне кун пирки ҫывӑх ҫынсене пӗлтермелле, тулли зарядкӑллӑ телефон илмелле. Кун пирки уйрӑмах ватӑ ҫынсене ӑнлантармалла.

