Шупашкарта «Демографин аталану векторĕ: çемьесене пур енлĕн пулăшасси тата ача çуратассине ÿстермелли стимулсем» ятпа стратегилле сесси иртнĕ. Пĕр лапамра влаç, бизнес, общество организацийĕсен, медицинăпа пĕлÿ тытăмĕсен представителĕсем пуçтарăннă. Вĕсем регионти демографи лару-тăрăвне лайăхлатмалли мелсене сÿтсе явнă.
Палăртмалла, демографин йывăр-лару тăрăвне пăхмасăр рес- публика ертÿлĕхĕ çак япăх витĕм- рен тухмалли пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр шырать.
«Пирĕн приоритетлă тĕп тĕллев _ республикăри халăх йышне сыхласа хăварасси тата демографи тытăмне йĕркене кĕртесси. Палăртнине пурнăçа кĕртмешкĕн çамрăксене тивĕçлĕ ĕç вырăнĕпе тивĕçтерессине йĕркелессине тата çемьере ача çуралсассăн патшалăх енчен шанчăклă пулăшу пулассине тĕпе хумалла», _ палăртнă регион ертÿçи Олег Николаев.
Сессие хутшăннă специалистсем сакăр ушкăна пайланнă, кашни ушкăн çемьесенче ача çуратассине ÿстермелли çул-йĕре еплерех курнине уçса панă. Сессире кун йĕркин ыйтăвĕпе çыхăннă ятарлă проектсене те презентациленĕ, вĕсене Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Владимир Степанов ертсе пыракан ушкăн хак панă.
Сесси хыççăн «демографи ыйтăвне татса памалли банк» йĕркелĕç, стратеги пуçарăвĕсене регионти программăна кĕртĕç. Чи лайăх проектсене республика шайĕнче тĕревлĕç, вĕсем 2026 çулта пурнăçа кĕме тытăнĕç. Ырă улшăнусене кашни çемье туйса илме пултарĕ, çакă _ ача çуратассине ÿстерме пулăшĕ.
Хамăр инф.

