Чăваш Ен каратисчĕсем Еврази Кубокĕнче 20 ытла медаль çĕнсе илнĕ
Пушкăртстанра иртнĕ ăмăртăва 20 çĕршыври 3 пин ытла çын хутшăннă.
Пирĕн спортсменсене пысăк çитĕнÿсем тунă ятпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă.
«Пирĕн республикăра каратепе туслисен йышĕ ÿссе пырать. Паянхи кун секцисенче пин-пин ача ăсталăхне туптать. Пирĕн виçĕ спортсмен – çĕршывăн пĕрлештернĕ командинче», – палăртнă регион ертÿçи Олег Николаев.

