Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Мускавра курав уçăлнă

Мускавра курав уçăлнă


Мускаври Национальноçсен çуртĕнче чăваш ÿнерçин ĕçĕсен куравĕ уçăлнă.
Унта – 50 ытла картина, çав шутра ятарлă çар операцине хутшăнакансен портречĕсем.
Вĕсен авторĕ, Йĕпреç районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче çуралнă Сергей Андреев, пĕлтĕр хăйĕн ирĕкĕпе ятарлă çар операцине тухса кайнă. «Маляр» позывнойпа çÿренĕскер май пур чухне çарти тусĕсене ÿкернĕ.
Шел, 56 çулти ÿнерçĕ СВОна тухса кайнă хыççăн тăватă уйăхран паттăррăн пуç хунă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *