Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Тĕллевсене туллин пурнăçламалла

Тĕллевсене туллин пурнăçламалла


Правительство çуртĕнче ятарлă çар операцине хутшăннисене тата хутшăнакансене пулăшу кӳмелли çĕнĕ мерăсене сӳтсе явнă.
«Пирĕн чи малтан пурнăçламалли тĕллев – çапăçусенче пулнă ентешĕмĕрсене тăнăç пурнăçа май килнĕ таран кĕске хушăра кĕртсе пырасси. Çак ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ енĕсем – килĕсене таврăннисене диспансеризаци витĕр кăларасси тата аманнисемпе сусăрланнисене медицинăпа психологи пулăшăвĕ кӳресси, ĕçе вырнаçма пулăшасси. Çар тĕллевĕсене пурнăçланă чухне аманса инвалида тухнисене пушшех пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çак тĕллевсене туллин тата 100% пурнăçламалла», – тенĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *