Понедельник, 12 октября, 2026
Главная > Публикации > Людмилăн ĕçĕсем чуна савăнтараççĕ

Людмилăн ĕçĕсем чуна савăнтараççĕ


Чăваш тĕрри – чăваш халăхĕн сĕм авалтан упранса çирĕпленнĕ ал-ĕç йăли-йĕркисенчен пĕри тата чăваш нацин иксĕлми пуянлăхĕ.
Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче 2020 çултанпа, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе, Чăваш тĕрри кунĕ иртет. Çак уява чăваш культурин тĕлĕнмелле пуян эткерлĕх- не упраса хăварас тĕллевпе çирĕплетнĕ. Чăваш Республикинче тĕрĕ ăсталăхне аталантарассишĕн тата çак пуянлăха упраса хăварассишĕн тăрăшнă тĕрĕ ăсти Екатерина Ефремова шăпах çак кун кун çути курнине халалланă.
Ĕлĕкхи йăла-йĕркесене кĕпе-тумтир тата ытти ĕçсем çинче упраса хăварни пур халăхшăн та пысăк пуянлăх. Пирĕн тăрăхра та çакăн пек çынсем пурри пире савăнтарать. Вĕсенчен пĕри вăл Шуркасси ялĕнче çуралса ÿснĕ,
паянхи кун çемйипе çак ялта пурăнакан Людмила Сорокина ?Семенова/. Чăваш тĕрри кунне ятарласа Людмила Анатольевна ĕçĕсене тата «Аннесен кунне» те халалласа Шуркасси клубĕнче «Пĕтĕмпех аннене халаллатăп» уяв каçĕ иртрĕ.
Уяв Людмила Анатольевна çĕлесе тĕрленĕ кĕписене сцена çинчен кăтартнинчен пуçланчнĕ ?Дефиле/. Илемлĕ чăваш тумĕсемпе Шуркасси тата Ешкилт хĕрĕсемпе каччисем Малинасем юрлакан «Мĕнпе пуян пирĕн чăваш» юрăпа сцена çинче илĕртÿ-ллĕн утса çаврăнчĕç.
Кунта Людмилăн вун виçĕ ĕçĕ хутшăнчĕ. Уяв программи чăваш юррисемпе тата ташшисемпе пуянланчĕ. Авалхи
йăла-йĕркесене шкул вĕренекенсене кăтартас тесе юрăра йывăç кĕреплесем усă курни хăйне май илемлетрĕ. Юрă-ташăра та, тĕре çинчи пекех, халăхăн ĕçĕ-хĕлĕ, ĕмĕт-шухăшĕ, савăнăçĕ, хуйхи-суйхи…
Чăваш тĕрри кунне халалласа залра «Ал-ĕç ăстисен кĕтесĕ» выставка ĕçлерĕ. Ку выставкăра ĕлĕкхи асанне-кукамайсен ĕçĕсем пулчĕç, кĕпе тимтирсем тата чăваш тĕрри-алшăлийĕсем.
Ал ĕçне ачаран юратнă Людмила Шуркасси вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан Çĕрпури училищере портной тата закройщик ĕçне алла илнĕ. Каярах вара Мускаври индустрия тата мода ?Московский ИИМ/ институтĕнче дизайнера вĕренсе тухнă. Çулсем иртсен Шупашкарта тĕрĕ тĕрлеме вĕрентекенсен курсне пĕтерсе алла сертификат илчĕ. Кунта вăл Вязука Любовь Степановна тĕрĕ тĕрлекен мастер патĕнче тĕрĕ ĕçне тата унăн историне тĕплĕнрех тишкерчĕ.
Çĕлес, тĕрлес интерес унăн амăшĕнчен пырать. Шуркасси клубĕнче «Аслут» ушкăн йĕркеленсен пĕрремĕш кĕпене вăл çак ушкăна çÿрекен амăшне, Семенова Валентинăна улача кĕпене çĕнетсе тата çĕнĕ пир кĕпе-саппун çĕлесе пачĕ. Паянхи кун Людмила Шуркасси клубĕ çумĕнчи «Куммасем» ушкăна хутшăнать. Мăшăрĕ- пе икĕ ывăлĕ те уявсенче хак- лă çын ĕçĕсемпе çын çине тухаççĕ. Çав вăхăтрах Людмила ушкăнăн икĕ гармонистне çĕлесе тĕрленĕ кепесем парнелерĕ.
Людмила уява хетĕрленсе Шуркасси клубĕ валли кĕске вăхăтра çĕрне-кунне пăхмасăр ятарласа авалхи тĕрре тĕрлекен машинăна кĕрттерсе хĕрарăмсем валли пилĕк ташă кĕпи çĕлесе пачĕ. Çав вăхăтрах пуç тутрине, мас- макне, умçаккине, пиçиххине те туса ĕлкĕрчĕ. Иртнĕ çул Шуркассинче вăренекен шкул ачисем валли те ташă кĕписемпе саппунĕсене тата мас- макне ăсталаса панăччĕ.
Пирĕн ентеш ĕçĕсемпе ытти муниципаллă округ çыннисем те юрă-ташă уявĕсене хутшăнаççĕ. Тата сахал мар çынна вăл тумтирсем çĕлесе, юсаса-çĕнетсе панă.
Шуркасси хĕрĕн ĕçĕсем шкулта, клубра иртекен выставкăсенче кăна мар, округра тата республикăра иртекен куравсене те хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул Шупашкарта «выставка фест-чувашские узоры» фестивальте «Традиционность» номинацие хутшăнса алла сертификат илчĕ. Кăçал Канаш хулин 100 çулхи юбилейне халласа мероприяти иртрĕ. Кунта та пирĕн пултаруллă ентешĕн ĕçĕсем выставкăна пуянлатрĕç. Хăйĕн ĕçне малалла аталантарас тесе клубра, шкулта час-часах мастер-классем ирттерет. Тĕлĕнтерет те савăнтарать пире ентеш хăйĕн ĕçĕсемпе. Шкул вĕренекенсем хаваспах унăн пултаруллăхĕпе интерес- ленеççĕ.
Уяв каçĕнче клуб сцени çинче «Амăшĕпе хĕрĕ» конкурс та иртрĕ. Виçĕ амăшĕпе хĕрĕ тупăшура хăйсен пултаруллăхне кăтартрĕç. Чăваш Республикин паллă çынисем пирки аса илчĕç. Тĕрĕсем, чăваш халăхĕн апат-çимĕçĕ пирки каласа пачĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Уяв каçĕн хуçине Людмилăна тата конкурса хутшăнакансене Кăшнаруй территори пайĕн ĕçне ертсе пыракан Анна Анатольевна Васильева хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан самрăксен амăшĕсен ячĕпе ырă сăмахсем тата ятарлă салам программи иртрĕ. Çак салтаксен тата вĕсен амăшĕсен умĕнче эпир пуç таятпăр! Вĕсем киле Çĕнтерÿпе сывă тата тĕрĕс тĕкел таврăнасса шанатпăр.
Иртсе кайнă уявсемпе саламласа Людмилăна пысăк çитĕнÿсем туса пыма сывлăх тата телей чĕререн сунатпăр! Ăна пулăшса пынăшăн амăшне, мăшăрне, ывăлăсене те тав сăмахе калатпăр.
Людмила ФИЛИППОВА
Шуркасси сали

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *