Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > 18 камуфляж сетки çыхса хатĕрленĕ

18 камуфляж сетки çыхса хатĕрленĕ


Нумаях пулмасть Анат Сурăм ялĕнче пурăнакансем çар техникипе салтаксене тăшман куçĕнчен хÿтĕлемелли тетелсем çыхса хатĕрлес ĕçе тепĕр хутчен пуçăннă.
Унччен маларах пухнă паха опыт çак пĕлтерĕш- лĕ ĕçе хăвăрттăн йĕркелесе яма май панă. Пĕтĕм кирлĕ хатĕре вырăнти ăстасем хăйсен укçипе туянаççĕ, çав вăхăтрах пулăшăва спонсорсенчен те пысăк хавхаланупа йышăнаççĕ.
Юлашки виçĕ эрне хушшинче волонтерсем пысăк 18 камуфляж сетки çыхса хатĕрленĕ. Вĕсене Запорожье облаçне илсе кайĕç. Çак пархатарлă ĕçе чун-чĕре ыйтнипе хутшăнакан хастарсене тав сăмахĕ калатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *