Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Эндокринологи центрĕ уçăлнă

Эндокринологи центрĕ уçăлнă


Канашри территорисем хушшинчи медицина центрĕнче районсем хушшинчи Эндокринологи центрĕ уçăлнă.
Çак центра «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕн «Сахăр диабечĕпе кĕрешесси» проектпа килĕшÿллĕн хута янă. Вăл сахăр диабечĕпе аптăракан çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕ пама май парĕ. Унта Чăваш Енри сакăр районта пурăнакан çынсем пулăшу илме пултарĕç. Сиплев центрĕ 174684 çын сывлăхне пăхса тĕрĕслесе тăрĕ. Вăл Канаш хулинчи Павлов урамĕнчи 10-мĕш çуртра, поликлиникăра вырнаçнă.
Центра уçма Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп специалист эндокринологĕ Татьяна Якимова хутшăннă, вăл тухтăрсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, сиплев ĕçне мĕнлерех йĕркеленине хак панă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *