Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Ларӑва хутшӑннӑ

Ларӑва хутшӑннӑ


Шупашкарта Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канаш ларӑвӗ иртнӗ. Унӑн ӗҫне Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов тата Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ.
Вӗсем конгресс хастарӗсене, регионсенчен килнӗ наципе культура автономийӗсен ертӳҫисене саламланӑ, чи маттуррисене Хисеп хучӗсемпе чысланӑ. Леонид Ильичпа Светлана Анатольевна хӑйсем те Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хучӗсене тивӗҫнӗ.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ анлӑ докладра 2025 ҫулта конгресс туса ирттернӗ ӗҫӗ-хӗлпе тӗплӗн паллаштарнӑ, комитетсем мӗнле тӑрӑшнине уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ.
Мӑн Канашра чӑвашлӑха аталантарас енӗпе конгресӑн пӗрремӗш вице-президенчӗн Николай Угасловӑн тӳпи питӗ пысӑккине асӑннӑ. Ҫавӑнпа та патшалӑх деятелӗ, ӗҫ ветеранӗн Герольд Алексеевӑн Николай Федоровича Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ хисеплӗ ята пама тӑратас сӗнӗвне пурте хапӑл туса йышӑннӑ.
Ларура Чулхула облаҫӗнчен килнӗ чӑваш хастарӗ Петр Иванов унти чӑваш автономине ЧНК йышне илме сӗннӗ. Мӑн Канаша пуҫтарӑннисем ку сӗнӗве ырланӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *