Амăшĕн кунне халалласа, ырă йăлана пăхăнса, Чăрăшкасси ялĕн клубĕнче «Анне _ пĕрремĕш сăмах» уяв иртнĕ.
Ял халăхне уяв концерчĕ- пе Çĕнĕ Шелттемри эстрадăпа фольклор ушкăнĕ «Элгер» тата Людмила Юманзар юрăç савăнтарнă.
Артистсем аннесене ырлăх- сывлăх, ăнăçу, çирĕп вăй-хал, иксĕлми хавхалану суннă. Залра ларакансем кашни номере тăвăллăн алă çупса йышăннă. Концерт хыççăн уява пуçтарăннисем кашни тулли кăмăлпа саланнă.

