Кӑҫал Шупашкарти аэропорт 600 пин пассажира йышӑннӑ. Аэропортӑн ҫӗнӗ историйӗнче кун пекки пӗрремӗш хут тесе пӗлтерет аэровокзалӑн пресс-служби.
600 пинмӗш пассажир Мускавран «Аэрофлот» авиакомпанин самолёчӗпе вӗҫсе килнӗ. Пӗлтӗр Шупашкарти аэропорт 577 пин ҫынна йышӑннӑ пулнӑ.

