Нумаях пулмасть Канаш хулин тӗп лапамӗнчен Шӑхасан салинче пухнӑ гуманитари пулӑшӑвӗн пилӗк КамАЗне ӑсатнӑ. Груз подразделени патне ҫитнӗ.
Кузовра виҫӗ техника – «Соболь» тата икӗ УАЗик, строительство материалӗсем: ОСБ-лис- тисем, касса тунӑ хӑма, крепеж, виҫӗ генератор, тӑватӑ бензопӑчкӑ кайнӑ. 70 ытла маскировка тетелӗ, медикаментсем, типӗ душ, типӗ яшка, нӳрлӗ салфеткӑсем. Ҫавӑн пекех килти апат-ҫимӗҫ: сахӑр, пахча ҫимӗҫ, бутилленӗ шыв, тӑвар тата варени.
Ку конвой – волонтерсен, предприятисен тата тимуровецсен пысӑк ӗҫӗ. Кашниех хӑйӗн тӳпине хывнӑ, пӗри – материалсем панӑ, тепри тиеме пулӑшнӑ, тетелсем тунӑ е апат-ҫимӗҫ пухнӑ. Кунта – пурин вӑйӗ, пирӗн пӗрлӗх. Уйрӑмах «Шихазаны» волонтерсен ушкӑнӗн ертӳҫине Николай Вячеславович Илларионова пысӑк тав.

