Улаксар ялӗнче Ленин урамӗнчи ҫула юсаса ҫӗнетнӗ. Ӗҫсене «Ниме – Халӑх бюджечӗ» программӑпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ.
Юсанӑ участокӑн тӑршшӗ 690 метрпа танлашнӑ. Ӗҫ вӑхӑтӗнче рабочисем шыва юхтармалли канавсем туса хатӗрленӗ, откоссем тунӑ, чул тата асфальт тӗпренчӗкӗсем сарнӑ.
Проект хакӗ 1 977 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Халӗ Улаксар ялӗн ҫыннисемпе автомобилистсем ҫӗнетнӗ ҫулпа усӑ курма пултараҫҫӗ, вӑл вырӑнта пурӑнакансене хӑрушсӑрлӑхпа та тивӗҫтерме май парӗ.
«Ниме – Халӑх бюджечӗ» программа – халӑх пуҫарӑвӗсене ырӑ улшӑнӑва ҫавӑракан проект.

