Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Чăх-чĕп витисене çĕнетеççĕ

Чăх-чĕп витисене çĕнетеççĕ

Канашри чăх-чĕп фабрикине пĕлтĕр çĕнĕ инвестор туяннă. Çакăн хыççăн унта ырă улшăнусем пулса иртнĕ. Çĕнĕ хуçа пĕр тăхтаса тăмасăр чăх-чĕп шутне ÿстерме пуçланă. Çăмарта тăваканнисен йышне кăна 500 пин пуçа çитерме тĕллев лартнă.

Шутласа хунине пурнăçа кĕртме пĕлтĕр юпа уйăхĕн вĕçĕнче 90 пин чăх чĕппи кÿрсе килнĕ. Вĕсем унтанпа çитĕнме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Нумаях пулмасть çăмарта тума хатĕрленекен чăхсене пысăк читлĕхсене куçарнă. Чăх чĕпписен иккĕмĕш партине нарăс уйăхĕн вĕçĕнче кĕтеççĕ. Фабрикăна ун чухне çĕр пине яхăн чăх чĕппи кÿрсе килмелле.

Чăх-чĕп фабрикинче хальхи вăхăтра çĕр пин чăх вырнаçмалли витене юсаççĕ. Çĕнелнĕ витере чăхсен читлĕхĕсене ултă ретпе вырнаçтарĕç, автоматизациленĕ 7 лини ĕçлĕ. Çитес вăхăтра капиталлă юсав ĕçĕсем тепĕр икĕ витене те пырса тивĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *