Четверг, 2 мая, 2024
Главная > Публикации > Мухтав урокĕсем иртеççĕ

Мухтав урокĕсем иртеççĕ

Чакаç шкулĕнче оборонăпа массăллă тата спорт мероприятийĕсен уйăхлăхне старт панă. Ăна ачасене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе çулсеренех йĕркелеççĕ.

Мероприятие уçма Амур облаçĕнчи ФСБ управленийĕн чикĕ хуралĕнче службăра тăракан офицерсем те хутшăннă. Алексей Пращаев подполковник тата Игорь Пось аслă лейтенант ачасене хăйсен хушшинчи паттăрсем пирки каласа кăтартнă, спорт тупăшăвĕнче çитĕнÿсем тума ăнăçу суннă.

Уйăхлăх пынă тапхăрта вĕрентекенсем шкул ачисемпе мухтав урокĕсем ирттерĕç. Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен сумне ÿстерессипе, çитĕнекен ăрăвăн патриотизм туйăмне çĕклессипе витĕмлĕ ĕçлĕç. Ачасемпе ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксем те тĕл пулса калаçĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *