Капиталлă юсавшăн ытларах тÿлемелле пулĕ. Чăваш Енре тарифсем 2026 çулта ÿсĕç.
Лифтсăр çуртсенче пурăнакансем пĕр тăваткал метршăн 13,03 тенкĕ тÿлĕç. Ыттисем – 14,14 тенкĕ.
Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх, хаксене ÿстерни нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсем ытларах ирттерме май парĕ. Çитес çул 335 çурта юсама палăртнă.

