Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑри ача-пӑча больницине аварире аманнӑ 223 ачана илсе пынӑ. Вĕсенчен 70-шне сипленме вырттарнӑ.
Сӑлтавĕ тĕрлĕрен. Шӑйрӑк-чĕрĕкрен пуҫласа шалти органсем суранланни, ал-ура хуҫӑлни таранах.
Кĕркуннерен хĕле куҫнӑ тапхӑр уйрӑмах хӑрушӑ. Тĕтреллĕ, тĕттĕм ҫанталӑк, хушӑран шуҫлак ҫулсем инкек патне илсе ҫитерме пултараҫҫĕ. Ҫавӑнпа та патшалӑх автоинспекцийĕ водительсене те, ҫуран ҫӳрекенсене те асӑрхануллӑ пулма хистет.

