Элӗк округӗнчи ҫамрӑк фермер тата блогер Кирилл Степанов Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерстви йӗркеленӗ «МедиаПоле» наци премийӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Вӑл 1 млн тенке тивӗҫнӗ.
Тупӑшӑва 79 регионтан пӗтӗмпе 1500 ытла заявка килнӗ пулнӑ. Кирилл Степанов тусӗпе Максим Соколовпа пуҫарнӑ «Айда по деревням» туризм маршручӗ жюри членӗсене тыткӑнланӑ. Ҫӗнсе илнӗ 1 млн тенкӗпе вӗсем туристсене ҫӗр каҫмалли условисем туса парасшӑн.

