Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > «Алтайская сортировочная» чугун çул станцийĕ

«Алтайская сортировочная» чугун çул станцийĕ


Малалли. Пуçламăшĕ 41-45 №№
Велижановка ялĕпе
унăн тавралăхĕ
Велижановка ялĕн кун-çулĕ староверсемпе çыхăннă. Пĕрисем Чесноковка шывĕ хĕрринче хутор тума вырăн тупнă пулсан, теприсем Белоярка шывĕн чăнкă çыранне кăмăлланă, унтах йăва çавăрнă. Хуторсем пĕр-пĕ-ринчен инçе мар, çухрăма яхăн кăна.
Велижановка ялĕпе тата унăн тавралăхĕпе паллашас шухăш кунта килнĕренпех канăç памасть. Хамăр ĕмĕте пурнăçлас тесе çутăлсанах çула тухрăмăр. Ял пирĕн поселокран инçех мар. Унта çитме улăхпа чугун çул урлă кăна каçмалла. Эпир унта çитсе чарăннă вăхăтра ял паçăрах ыйхăран вăраннă. Ир пулнипе савăнса автансем пĕр-пĕринпе ăмăртса авăтаççĕ. Лÿппер ĕнесен кĕтĕвĕ ялтан тухса улăхри тĕтре ăшне кĕрсе куçран çухалчĕ.
Йывăçран пураса тунă ялăн пÿр- чĕсем пĕр рете вырнаçса тухнă. Вĕсен умĕнчи урам ансăр. Вĕрлĕкрен тунă ял хапхинчен кÿлнĕ лашасемпе кăна кĕрсе çÿреме пулать. Кунтах шавлă шывăн çÿллĕ çыранĕ. Ăна тĕрлĕрен йывăçсемпе тĕмсен чăтлăхĕ хупăрласа илнĕ. Чăнкă çырантан шыв патне анса-ухса çÿреме вырăнĕ-вырăнĕпе çĕр касса картлашкасем ăсталанă.
Юхан шывăн тепĕр çыранĕ лутра. Çуркуннесенче шыв çырантан тухса анлă улăха сарăлать.
Çурт-йĕрсем хыçĕнче пахча-çимĕç туса илмелли çĕр лаптăкĕсем. Вĕсемпе юнашарах лаша çулĕпе чугун çул вырнаçнă. Çывăхри çатан карта юпи çумне шурă тĕслĕ качакана кăкарса хунă. Мăйĕнчи пĕчĕк йĕс шăнкăрав сайра хутра янравлă илемлĕ сас кăларать. Амăшĕн ачашлăхне туйса икĕ пĕчĕк путекĕ сиккелесе савăнса выляççĕ.
Ялта çын таврашĕ курăнмасть. Хап- ха умĕнче йытă çури çĕтĕк пушмака сĕтĕрсе унталла-кунталла вирхĕнсе чупать. Каярах юлса чĕп кăларнă чăх амăшĕ тислĕк купине сапаласа хăйĕн чĕпписене тăрантарать.
Ял чăмăртанса çĕкленнĕ вахăтсем тахçанах иртсе кайнă пулсан та икĕ çĕр пÿрт сыхланса юлни пире тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Паянхи кун та унта çынсем пурăнаççĕ. Паллах, вĕсене темиçе хут та юсаса çĕнетнĕ. Çĕнĕ материалсемпе нумай усă курнă. Çĕр пÿртсен чÿречисемпе алăкĕ- сем кăнтăралла пăхаççĕ. Пÿрт тăррине çумăр каясран çерем касса витнĕ. Çереме тĕрлĕрен çумкурăксем кĕççелентернĕ. Кăмакаран тухакан сĕрĕм халь тимĕр мăрьерен çÿлелле çĕкленет.
Çак ялта çуралса ÿснĕ, унтах пурăнакан Федор Кузьмич пире маларах çапла каласа панăччĕ: «Çĕр пÿртре ăшă, кирпĕчрен тунă кăмака пур. Стенисене, маччисене шуратнă, урайне хăма сарман, тăмпа таптаса хытарнă, таса пурăнаççĕ. Шел пулин те пирĕн яла электричество çути çитеймен-ха, краççын ламписемпе усă курса пурăнатпăр».
Ялтан иртсе Белоярка шывĕ хĕрне анатпăр. Çак вырăнта юхан шыв тÿрĕ кĕтес туса пăрăнсан шывăн хăвăртлăхĕ татах та вăйланать. Вăл шавласа, кĕрлесе кăпăкланса малалла ыткăнать. Ку вырăнтан пуçласа çак чарма çук шыв улăхăн пĕр пайне сарăлса ан кайтăр тесе çырмана çĕр купаласа çÿллĕ вал тунă. Çак çĕр купин тепĕр вĕçĕ аякри çÿллĕ тÿпе патне çитсе куçран çухалать. Улăхăн çак пайĕнче ял халăхĕ утă çулса типĕтет, ĕнепе ут кĕтĕвĕсем çăвĕпех кунта тăранса пурăнаççĕ.
Çыран тепĕр енчи улăхĕ çын пырса кĕрейми шурлăх-путлăхсемпе тулса ларнă. Кунтах йышлă кÿлĕсем, хăмăш чăтлăхĕсем, çирĕклĕхпе хăва теммисем хуçаланаççĕ. Вĕсен хушшинче тĕрлĕрен кайăк-кĕшĕксемпе шывра пурăнакан чĕрчунсем хÿтлĕх тупаççĕ.
Çуркуннесенче Белоярка хăйĕн лутра çыранĕнчен тухса таçта çитичченех сарăлса кайса улăхра типме пĕлмен анлă шурлăха тата ытларах шыв тултарса хăварать. Çак шурлăхлă вырăна халăх «Блудово болото» тесе ят панă.
Эпир ансăр сукмакпа çÿллĕ тÿ-пе патне çитсе чарăнтăмăр. Кунтах авалхи шыв çулĕ. Унти ăшăх шыва çырана купаласа хăпартнă та вал айĕнчен сăрхăнса тухакан шыва типме памасть, çавна пулах улăхăн çак вырăнĕ яланах шурлăхлă. Кунтах хура тата шурă çирĕксем йышлăн ÿсеççĕ.
Шурлăхăн ланкашки урлă çуран каçса çÿреме карлăклă кĕпер ăсталаса вырнаçтарнă. Лаша лавĕпе каçса çÿремеллине пĕренесенчен тунă ?Гать/. Çÿллĕ тÿпене талккăшпех тĕрлĕрен йывăçсен хутăш вăрманĕ хупласа илнĕ. Çÿлелле хăпарса пыракан лаша çулĕпе утса виçĕ капăр çурт патне çитрĕмĕр. Кунта «Ял хуçалăхĕн сăнав станцийĕ» вырнаçнă. Çакăнти ăсчахсем хăяр сортне лайăхлатас енĕпе ĕçлеççĕ. Вăрмана кăкласа, çунтарса тунă çĕр лаптăкĕнче хăярсен çĕнĕ сорчĕсем çитĕнеççĕ. Уçланкă хĕррипе пыл хурчĕсен вĕллисем. Пыл хурчĕсем хăярсен çеçкисене шăркалантарма кирлĕ.
Кунта электричество çук. Çавăнпа та шăвармалли шыва пысăк пичкесемпе лашапа турттарса килеççĕ.
Тахçан шыва юхан шывран таран системипе çÿлелле хăпартни паллă. Юрăхсăра тухнă тимĕр пайĕсем çул çумĕнчи чăтлăхра халĕ те сапаланса выртаççĕ.
Вырсарникун пулнипе ĕçлекенсем çук. Ют çынсем килнине сиссе картишĕнчи йытă талпăнса вĕрчĕ пулин те хапхаран тухакан курăнмарĕ.
Вырăсла хапха умĕнчи лапсăркка хурама çинчи тимĕр ункăран пĕр ватăрах кĕсрене кăкарса хунă. Сулхăнра тăракан тур лаша хÿрипе шăна-пăвана хăвалать.
Çулăн тепĕр енче ларакан ватă хурăн çине тем пысăкăш мăкăль ?свиль/ тухса ларнă. Ăна курсанах тăван ял, ачалăх вăхăчĕсем аса килчĕç. Ялти ăстаçăсем çав мăкăльсенчен пуллепе чавса кĕвенте килĕ туса шапа кÿлли хĕрне вырнаçтарнăччĕ. Ял хĕрарăмĕсем икĕ кĕвентепе çак килĕре кĕпе-йĕм киветчĕç. Шывĕ те юнашарах, япала çума питĕ ансат та меллĕ.
Кунти вăрманта хĕрлĕрех тĕслĕ хыр йывăççисен хушшинче çăмламас чăрăшсем, кăтра хурăнсем, ачаш çăкасем, илемлĕ пилешсемпе йытă çĕмĕрчĕсем таранах ешереççĕ.
Опытлă станцин çурчĕсене йĕри-тавра карта тытса çаврăннă. Хăмаран çапса тунă хÿме çумĕпе утса Белоярка чăнкă та çÿллĕ çыранĕ хĕрне çитрĕмĕр.
Аялта çырана пырса çапакан шыв сасси илтĕнет. Йĕри-тавра йывăçсен чăтлăхĕ. Сукмак таврашĕсем те курăнмаççĕ. Çыран çывăхĕнче ÿсекен йышлă шурă çирĕксене акмасăрах шăтса тухнă вăрман хăмлисем явăнса ярса илнĕ. Хÿме çинче çуран тухса çÿ- ремелли ансăр алăк пур. Кĕске сукмак шыв хĕрне илсе çитерет.
Çыранта, чул хысакĕ пуçланнă вырăнта, тутăхман шыв пăрăхĕ вырнаçтарнă. Çĕр айĕнчен юхса тухакан куççуль пек тăрă, сивĕ шыв шăнкăртатса аялалла сикет. Юхан шывпа тĕл пуличчен вăл виçĕ хут чулсем çине çапăнса асамлă шыв сиккисем тăвать.
Тĕлĕнмелле илем!
Таса шыв ĕçсе ăш хыпнине кантарас тесе çырана касса тунă картлашкасемпе аялалла антăмăр. Шывĕ чăнах та тутлă, Шелттем шывне аса илтерет.
«Çын кăна çутçанталăкăн илемне курса ăна тата та асамлăрах тума пултарать», _ тет тусăм Витали.
Йăвă ларакан йывăçсен тураттисене алăпа сиркелесе юхан шывăн пăрăнчăкне çитрĕмĕр. Белоярка шывĕ çав-çавах чăнкă çыран хĕррипе чупать. Кунта та вăрман чăтлăхĕ, вырăнĕ-вырăнĕпе илемлĕ сас тăвакан шарлаксем.
Акă анлă шывăн тепĕр пăрăнчăкĕ. Малалла чăнкă çыран сĕвек тăвайккине куçрĕ. Кунта вăрман чăтлăхĕ çук пулсан та çÿллĕ мар тĕмсем йышлăн ÿсеççĕ. Уçă вырăнта кутамас чăрăшсем хăйсене ирĕк туяççĕ. Çавна пулах нумайрах турат хушса татах та илемлĕрех курăнса лараççĕ. Шыв ку вырăнта палăрмаллах сарăлса юхнипе ун хăвăртлăхĕ чылай чакнă. Вăл ку вырăнтан иртсе васкамасăр тÿлеккĕн юхса хăйĕн çулĕпе Обь шывĕ еннелле çул тытать. Шывăн çÿллĕ мар çыранĕ енче куçпа виçме çук анлă улăх сарăлса выртать.
Çак вырăнтан аякри Обь шывĕ çинче ишсе çÿрекен кимĕсемпе пăрахутсем те курăнаççĕ.
Çÿллĕ вырăнта ларакан Барнаул хули çывăхрах ларнăн туйăнать. Хулари Меланжевый комибинатăн хура та çÿллĕ мăрйисем чарăнмасăр шурă тĕслĕ сĕрĕм кăлараççĕ.
Тавралăх хăйĕн тĕлĕнмелле илемĕпе пире тыткăна илет.
Çанталăк ăшă тăнипе шыв та ăшă паян. Шыва кĕрсе çăвăнма шутларăмăр. Юхан шыв сарлака пулсан та çыранăн тепĕр енне ишсе çитме хă-ват çитертĕмĕр. Шыв ырлăхĕпе киленнĕ хыççăн çывăхри кутамас чăрăш айĕнчи сунарçăсен мăкланма ĕлкĕр- нĕ çаврака шăтăка кĕрсе лартăмăр.
Кунта вĕсем çурхи кунсенче ăсансен туйне пăхса савăннă ĕнтĕ.
Çывăхрах сÿнсе кĕлленнĕ тахçанхи вут вырăнĕ. Çĕр çине çапса хунă юплĕ патаксем те кунтах. Пулă яшки пĕçерсе çинĕ пулмалла тахăшĕсем.
Эпир тавралăхпа киленсе ларнă вăхăтра пирĕн пата пĕр палламан ватă çын çитсе тăчĕ.
«Эпĕ сире паçăрах куртăм-ха, чугун çул çинче ĕçлекенсем пулĕ», _ тесе шутларăм тет вăл. Эпир ăна кунти тавралăх питĕ илемлине, пире килĕшнине каларăмăр. «Çĕр çинче рай пулсан, вăл çакăнта», _ терĕ пирĕн Коля Адютанов, çутçанталăка чунтан сăнаканскер, юратаканскер.
Çак сăмах пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕ пулмалла, мучи те кăмăллăн, ăшшăн кулса ячĕ.
«Эпĕ кунта хуралçă пулса ĕçлетĕп. Хам Велижановка ялĕнчен. Мана дядя Митя тесе чĕнме пултаратăр», _ терĕ вăл, хăйĕнпе пире паллаштарса.
«Эпир сирĕн ялти Федор Кузьмича паллатпăр. Вăл пирĕн поселокра хуралçă пулса ĕçлет», _ терĕм эпĕ.
«Кузьмичпа эпир тантăшсем çеç мар, пĕр кÿршĕре пурăнатпăр», _ тесе тĕлĕнтерчĕ дядя Митя.
«Эпĕ ĕнер каç пулас умĕн шыва нерете ларнăччĕ. Ирех килеймерĕм», _ терĕ вăл, çыран хĕрринчи шывран курăнса тăракан патаксене аллипе кăтартса.
Дядя Митьăна пулăшса эпир те сеткăран çыхса тунă пулă тытмалли хатĕре çыран хĕррине сĕтĕртĕмĕр. Нерете чавса тăршшĕ хĕрлĕ çунатлă уланкăсемпе тата икĕ чавсаран пĕчĕк мар çăрттансемпе тулнă. Вĕсем ирĕке тухса тарасшăн шапăлтатса çÿлелле сикеççĕ. Эпир тĕлĕннипе çăварсене карса пăрахнă та сăмах чĕнме те манса кайнă. Дядя Митя пирĕнтен тата ытларах тĕлĕнет.
Пире вăл неретери пулăсене пĕтĕмпех илсе кайма сĕнет. Ырă кăмăлĕшĕн тав туса икĕ пуллине илме килĕшрĕмĕр. Çатăлтатакан йăлмака пулăсене ал вĕççĕн йăтса поселок еннелле утрăмăр. Пулăпа ĕçлеме пирĕн нимĕнле хатĕрсем те çук. Виталий сĕннипе çула май пулăсене хĕрсене парса хăвартăмăр.
Çулçÿреве ăнăçлă вĕçлесен паян курса çÿренĕ вырăнсене дядя Федя мĕншĕн «тÿпе-утрав» тенине лайăх ăнлантăмăр.
Тахçан ĕлĕк-авал утрава йĕри-тавра хупăрласа Обь шывĕ кăпăкланса юхнă. Çулсем иртнĕ май пысăк юхан шыв хăйĕн çулне улăштарса 12 çухрăма куçса паянхи çулпа юхма пуçланă. Шывăн малтанхи вырăнĕ виле Обь шывĕ ?старица/ пулса юлнă.
Кĕрхи кунсен
тĕрленчĕкĕсем
Кĕркуннен малтанхи тапхăрĕ пуçланчĕ. Тавралăха тĕксĕм сăн çапни сисĕне пуçларĕ, çанталăк вара çав-çавах уяр та ăшă.
Çутăлса çитичченех ĕçе тухса утатпăр. Кун кĕскелсех пырать. Авăн уйăхĕн çурринчех тÿпере васкамасăр вĕçекен тăрнасен картисем вĕçсе иртрĕç. Эпир вĕсене ырă çул сунса ăсатрăмăр.
Юлашки тырпула та вырса пуçтарнă, çĕрулми, хăяр, суханпа ыхра таврашне те тирпейленĕ. Пахчасенче купăстасăр пуçне нимĕн те юлман.
Ял çынни, ĕçпе пиçĕхнĕскер, çĕр çинче чакаланма ÿркенмест. Хăй ĕçне яланах тирпейлĕ те тĕплĕ тă-вать.
Уйăх вĕçĕнче хуркайăксен ушкăнĕ- сем те пирĕнпе сывпуллашрĕç. «Кайри мала, кайри мала», _ тесе ăсатрăмăр вĕсене.
«Высоко летят гуси, весной будет высокое половодье», _ тет дядя Леша, вĕсене ал сулса.
Çутçанталăкăн çулталăкри чи илемлĕ вăхăчĕ çитрĕ темелле. Çулла сип-симĕс ларакан йывăç çулçисем тĕсĕсене ылмаштарса тавралăха тата илемлĕрех тăваççĕ. Хĕрлĕ пилеш çырлисем хĕм сапнă пек куçа илĕртеççĕ. Катари шурă хурăнсен ушкăнĕ çулçисем тăкăннă пулин те хăйсен яшăмлă çÿллĕшĕпе, капăрĕпе кăмăла çĕклет, çăмăллатать. Вĕсен айĕнчи хитре шăна кăмписен карти асамлăн курăнать.
Хăйсен шурă карти çине çакланса вĕçекен эрешменсем те курăнми пулчĕç. «Кукамай ăшши ?бабье лето» текен кĕске уяв та иртсе карйĕ пулмалла.
«Туман утром над лесами верный признак грибы пошли, лето кончилось», _ тет дядя Леша та.
Эпир пурăнакан вакунсем хушшинче ÿсекен куршанаксемпе талпиçенсен калпакĕсем çинче апат шыраса шăкăлчи текен чипер кайăксен ушкăнĕ вĕçсе апат шырать.
Юпа уйăхĕ çитсен сивĕ çилсем вĕрни сисĕнме пуçларĕ. Çывăхри вăрман кати те тĕксĕмленсе хытăрах шавлать.
Самăрланса мăнтăрланнă хурсен ушкăнĕ тĕттĕмленсе каç пулсан кăна укăлча хапхинчен лÿпперрĕн утса яла кĕрет.
Кĕрхи кунсем çитрĕç пулсан та çанталăк çав-çавах янкăр уяр, ăшă, Хĕвел çеç çуллахи пек хĕртмест, ăшăтмасть. Кун пек çанталăкра ĕçлеме питĕ лайăх, кăмăллă.
Арçынсен бригади хывакан çула Горбуновăн бригади шпатлевка туса пырать. Туса пĕтернĕ çул юппине çийĕнчех стрелкăсем хывакансем ĕçлекен тĕп çулпа пĕрлештерсе ĕçе кĕртеççĕ.
Çывăхрах «Горка» хăпартма пуçланă. Хĕрлĕ кирпĕчрен тăвакан çÿллĕ çурта комсомолецсем хăпартаççĕ. Вăл вăя кĕрсен кунта ĕçлекен операторсем çÿлтен пăхса вакунсене сортировка тăвассине йĕркелесе тăрĕç, ĕç тухăçлăхĕ те темиçе хут ÿсĕ.
Çамрăксен ĕç-хĕлĕпе комсомол комитечĕ кăсăклансах тăрать. Пухусем, калаçусем тăтăшах иртеççĕ.
Комсомол çурални 40 çул тултарнă уяв чăн-чăн пысăк событи пулса тăчĕ. Пухура пысăк ыйтусене сÿтсе яврĕç. Комсомол комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ В. Черногоров çамрăксен ĕçне пысăка хурса хак-ларĕ. Мухтав хучĕсемпе тав сăмахĕ- сене чылай комсомолец тивĕçрĕ.
Çак уявра хуларан килнĕ талантлă çамрăксем чаплă концерт кăтартрĕç.
Ĕçри çитĕнÿсемшĕн хавхалантарни пире тата тăрăшарах ĕçлеме хис- тет. Вăхăт сисĕнмесĕрех малалла вирхĕнет. Ĕçре аванах аталанса пыратпăр. Юлташлăх, туслăх çирĕпленсех пырать. Анчах пурнăç кустăрми темшĕн ялан тикĕс шумасть. Унăн сукмакĕ тумхахлă.
Чăваш хĕрĕсем пире кĕтмен çĕртен хурлăхлă хыпар пĕлтерчĕç. Полувагон- ран хĕрлĕ кирпĕч пушатса тусанпа варăланнăскерсем çăвăнма шыв хĕрне кайнă. Шывра çăвăннă чухне темле майпа Валя Федоровăна вăйлă юхăм сĕтĕрсе кайнă. Юлташĕсем ăна пулăшу пама ĕлкереймен. Шыва путнă хĕре тĕттĕмлениччен шырасан та тупайман. Тепĕр кун çеç путнисене çăлакансем катерсемпе килсе хĕрачана шывран туртса кăларчĕç.
Çамрăк хĕрача ĕмĕрлĕхех Алтай çĕрĕнче выртса юлчĕ. Ăна рабочисем пурăнакан поселок масарне пытарчĕç.
Çакăнта ĕçлекенсемшĕн ку чăн-чăн çухату пулчĕ. Чĕресенче ĕмĕрлĕх тÿрленми суран яланлăхах тарăн йĕр хăварчĕ.
Чÿк уйăхĕ те çитрĕ. Çанталăк сивĕт- сех пырать. Вакусене хутса ăшăтма çĕр кăмрăкĕсем турттарма пуçларĕç.
Хура кĕркуннен вăрăм çĕрĕсене кĕ- неке вуласа кĕскететпĕр. Вуланă кĕ- некесем çинчен пĕрле сÿтсе яватпăр.
Хамăр ентешсемпе пĕр-пĕрин патне çÿретпĕр. Вĕсем йышлăн пурăнаççĕ, пушă вăхăта хаваслă ирттереççĕ.
Витя Александров çыру илнĕ те ялĕнчи çĕнĕ хыпарсем çинчен каласа парса култарать. Трифон ăна суйма памасть. Иван Тимофеев пуçне çĕклемесĕр кĕнеке вулать. Иван Федотов çывăхри вакунра пурăнакан Елчĕк хĕрĕсем патне кайнă. Михаил Иванович та кунтах. Вăл пирĕнтен аслăрах пулнипе пуриншĕн те сумлă çын шутланать. Паян вăл напильникпа хăйраса хурçă тимĕртен аптăри ăсталать. Хулари «Пăрçа пасарĕн- чен» сăмалапа чĕрĕ çип илсе килнĕ. Атăçăн ятарласа тунă çивĕч çĕççи те юнашарах. Вăл тăвакан ĕç хатĕрĕсем мĕн тума кирлине, эпир, айвансем, тĕппипех ăнланса та çитейместпĕр.
Михаил Иванович пирĕншĕн чăн-чăн аслă пичче вырăнĕнчех. Вăл, ачаран чугун çул çывăхĕнче ÿснĕскер, кунти пурнăçа лайăх ăнланать.
Кĕрхи çумăрлă кунсем вĕçленсен, çанталăк шăнтма пуçлрĕ. Часах хĕл лармалла. Паян дядя Леша та ĕç вăхăтĕнче çапла каларĕ: Нынче большие муравьиные кучи с острыми верхушками, это на суровую зиму».
Белоярка çыранĕн хĕрринчи шыв çÿхе пăрпа витĕнчĕ. Ăна пĕр вĕçĕмсĕр капланса килекен хум çапса çĕмĕрсе тăрать пулсан та часах юхан шыв çийĕ тимĕр кĕпепе витĕнесси паллă.
Хулан пĕр каслă урамĕнче ирсерен кăмака сĕрĕмĕн шăршине сисме пуçларăмăр. Эпир пурăнакан вакунсене те хутса ăшăтма пуçларĕç, унта яланах тирпейлĕ, таса.
Пире ĕçрен хĕллехи ăшă тумтирсем пачĕç: ăшă шăлаварсем, кăçат, фуфайка.
Хурçă тимĕр тÿсеймест,
çын чăтать
Ирхи кун йăваш та именчĕк шурăмпуç килнипе пуçланчĕ. Кĕтмен çĕртен хĕвеланăç енчен килекен тăхлан евĕр йывăр та хура пĕлĕтсем тавралăха хупăрларĕç. Таçти хăяматран çил тухрĕ те майĕпен вăйланса хăватлăн вĕрме пуçларĕ. Пирĕн вакун умĕнчи хурăнпа ăвăса унталла-кунталла силлет те силлет. Пÿрт тăрринчи хĕçти- мĕрсене те лăскаса тĕрĕслет.
Самантрах тавралăх тасалса çуталчĕ те ялкăшса çутатакан хĕвел курăнса кайрĕ. Çил вара çав-çавах лăпланма пĕлмесĕр шурă сĕрĕм пек пĕлĕтсен таткисене хăваласа килчĕ. Çанталăк хăвăрт шăпланса лăпланчĕ те, мамăк евĕр кăпăшка юр çума пуçларĕ. Хĕл çитрĕ пулас.
Тавралăх шуралса улшăнса пынине кантăкран сăнаса пăхса тăма çав тери кăмăллă. Кăнтăрла çитеспе юр çума чарăнчĕ. Эпир таса çĕнĕ юр тăрăх кăнтăр апатне кайма тухрăмăр. Апатланнă хыççăн çула май юлташсем патне кĕтĕмĕр. Паян канмалли кун. Мĕн ĕçлесе вăхăта ирттереççĕ вĕсем;
Кашни хăй ĕçĕпе тăрмашать. Михаил Иванович çан тавăрсах çăматă тĕплет. Эпир ун пек ĕçпе халиччен аппаланса курман. Килте кун пек ĕçсемпе кукаçи тăрмашатчĕ. Халь вара çак ĕç çине урăхларах куçсемпе пăхма тытăнтăмăр, вĕренес килет кăçатă тĕп- леме.
Ăстаçă çăмат тĕпĕ валли вакунсем çинче усă куракан пăрахăçа тухнă тормоз пăрăхĕсемпе усă курать. Çавăн йышши пăрăхсем депо çывăхĕнчи çÿп-çап тĕмескинче тем чухлех. Çак çирĕп япалапа тĕплесен, кăçатă шăтмасть, нÿрĕ те лекмест, çирĕп пулать.
Кунран кун çанталăк сивĕтсех пырать. Ĕçрен таврăннă çĕре ирхине хутса ăшăтнă вакун хутман пекех сивĕн- се каять. Эпир васкасах кăмакана тепре хутса яратпăр.
Çĕр кăмрăкне чĕртсе яма хăвăрт çунакан лиственницăн типсе хăрнă сухăрлă тураттисемпе усă куратпăр. Вĕсене эпир хура кĕркуннех хатĕр-ленĕ.
Кăмакари çĕр кăмрăкĕ чылай вăхăт амаланса выртса ăшă парать пулин те ирччен пÿлĕм сивĕнсе каять, шыв пăрланса шăнса ларать.
Çутăлса çитичченех ĕçе васкатпăр. Кăрлач уйăхĕ уйрăмах сивĕпе хăшкăлтарчĕ. Ăшă тăхăнма тăрăшатпăр. Дядя Леша пире шарф вырăнне мăя ăшă тытма свитер туянма сĕнет.
Хулари пасарта ăна сутаççĕ. Çак сĕнÿ пире пурне те килĕшрĕ. Нумайă- шĕ çÿллĕ çухаллă свитерсем туянчĕç.
Сивĕсенче нумайрах сало çиме те вăлах вĕрентрĕ.
Паян канмалли кун пулин те пире курьер Римма ирех килсе вăратрĕ. «Чугун çул çине рельссем турттарса килнĕ, вĕсене хăвăрт пушатмалла», _ пĕлтерчĕ вăл.
Вырăн çинчен хăвăрт тăрса ĕçе васкатпăр. Çанталăк çав тери сивĕ, хивре. Столовăй çинчи термометр 46 градус сивĕ кăтартать. Рельссене ал вĕççĕн пушатса пĕр вырăна купалас пулать.
Платформа çине лумсем илсе Иван Матюшкинпа Бурков хăпарчĕç. Рельса лумсемпе шутарса çÿлтен хăйăрлă вырăна тĕртсе ÿкермелле. Ыттисен çак рельса хĕскĕчсемпе хытарса айккинелле сĕтĕрмелле. Çÿлтен пăрахнă малтанхи рельс çурмалла хуçăлса кайсан пурте тĕлĕнсе хытса тăтăмăр. Бригадир тĕлĕнчĕ пулсан та иккĕмĕш рельса çавăн пекех хуçрăмăр. Çул мастерĕ Сергей Бунчук килсен ĕçе чарчĕ. Мотовоз кран илсе килсен çеç рельссене ăнăçлă пушатса пĕтерсе пĕр вырăна купаласа хутăмăр.
Поселокри мăрьесенчен тухакан çĕр кăмрăкĕ хура, йывăр сĕрĕмĕ йăсăрланса тавралăха тĕттĕмлет, йÿçĕ шăрши куçа çиет.
Хамăр пурăнакан хваттере çитрĕмĕр. Унта сивĕ, чÿречерен тулти çутă аран-аран сăрхăнса кĕрет. Вĕсем сивĕпе пасарса ларнă.
Витя кăмака хутса ячĕ. Коля колонкăран шыв кÿрсе килчĕ. Эпĕ плита çине шыв вĕретме лартрăм. Часах чейникри шыв ÿпре евĕр йынăшса сас кăларса вĕреме кĕчĕ. Вĕри китай чейне ĕçсе самаях ăшăнтăмăр.
Пÿлĕм те майĕпен ăшăнса пычĕ. Кантăк çинчи хитре ÿкерчĕксем те куçран çухалса пычĕç. Хĕвел çути пÿр- те çутатса ячĕ. Çывăхри лаша вити картишĕнчи таканасем çывăхĕнче кăвакарчăнсем хыпăнса кускаласа пушă пĕсехисене тултараççĕ.
Сивĕре аванах шăнса хытнă хыççăн тула та тухас килмест. Кăнтăрлахи апата тумбочкăри çимелли апатсемпех майлашрăмăр .
Кĕнеке вулатпăр. Туслăхпа юлташлăх çинчен, кĕнекери сăнарсем çинчен калаçатпăр. Тĕрлĕрен шухăшсем çуралаççĕ пуçра. Ку ытларах кĕнекесем вуланипе çыхăннă. Хĕллехи кĕске кун хăвăрт иртсе каять. Тĕттĕмленсен кăвар çине кăштах çĕр кăмрăкĕ пăрахатпăр та çывăрма выртатпăр.
Ир тăнă çĕре çанталăк кăштах çемçелнĕ. Паян пирĕн анлă улăх çывăхĕнче çул хывмалла.
Малалли пулать

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *