Вăрçă пĕр çемьене те хуйхăсăр хăварман. Кашни килтенех çĕршыва хÿтĕлеме ашшĕсем, вĕсен ывăлĕ-хĕр тухса кайнă. Ватти-вĕтти тылра тăрăшнă, тăшмана çĕнтерессе шанса халăх пур йывăрлăха та парăнтарнă.
Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче пурăннă пĕр çемье шăпи çинчен каласа кăтартас тетĕп. Емельянов, Егоров, Георгиев _ ашшĕ тата икĕ ывăлĕ. Хушамачĕ- сем тĕрлĕрен пулнишĕн тĕлĕнмелли çук. Вăл вăхăтра мĕнле çыртарас тенĕ çапла çырнă.
Çемйипех вĕсем _ вăрçă паттăрĕ- сем. Эпир, мăнукĕсем, çывăх çынсемпе чăннипех мăнаçланатпăр.
Çемье пуçĕ _ Емельянов Георгий Емельянович _ Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче 1896 çулта çуралнă, 3 ывăлпа 2 хĕр ÿстернĕ. Канашри вакунсем юсакан заводра экспедитор пулса ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 1942 çулхи майăн 12-мĕшĕнче тухса кайнă. Вăл Новгород _ Волынск Хĕрлĕ Ялавлă дивизин 149-мĕш стрелоксен полкĕнчи салтак пулнă, малти линие хĕç-пăшал турттарнă. 1944 çулта дивизин 9-мĕш номерлĕ приказĕ тăрăх «За боевые заслуги» медале тивĕçнĕ. Нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуç усман вăл, Берлина çитнĕ, киле 1946 çулхи августра ырă-сывă, кăкăр çинчи наградăсемпе таврăннă.
Асатте пирĕн телейлĕ пурнăçшăн тăшмана хирĕç çапăçнă. Эпир ăна тăвансемпе килĕштерсе пурăннишĕн, ĕçченлĕхĕшĕн, йĕрке-тирпее юратнишĕн, ачи-мăнукĕсене пулăшнишĕн тав туса яланах асра тытатпăр.
Асаттен аслă ывăлĕ _ Николай, 1923 çулта çуралнă. Ăвăспÿрт Кипечри вăтам шкула 1940 çулта пĕтерсе пединститутра 1-мĕш курсра вĕреннĕ. 1941 çулхи майăн 1-мĕшĕнче ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ. Вăл Тутарстан Рес- публикинчи аэроклубра, кайран Ветлугăри авиаполкра летчике вĕреннĕ. 1943 çултан Хĕвеланăç фронтĕнче летчик пулса тăшмана хирĕç çапăçнă. 1944 çулта пĕр çапăçура йывăр аманать, контузи пулать. Улатăрти госпитальте сывалнă хыççăн Николай Егорович каллех çапăçăва кĕрет. Унăн çар билечĕ çине «Летчик 87 отдельной Бомбардировочной Ночной Авиаэскадрильи «Тазуя» 8 Эстонского стрелкового Таллинского корпуса» тесе çырнă. У-2 ку полкра 14 самолет пулнă. ?Тазуя _ эстони халăхĕн чи паттăр кĕрешÿçи ?мститель/, вăл нимĕç помещикĕсене хирĕç кĕрешнĕ/. У-2 самолетпа 9 хут ăнăçлă вĕçев пурнăçлать, тăшманăн çар объекчĕ- сем çине 1890 кг бомбăсем пăрахать. Вайвара станци çывăхĕнчи тăшманăн техники çине бомбăсем тĕл ÿкеççĕ. 1944 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă приказ тăрăх «За отвагу» медале тивĕçет. Çĕнтерĕве нумай паттăр вĕçевсемпе, наградăсемпе кĕтсе илет. Мирлĕ пурнăçра Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнче колхоз председателĕ пулса ĕçлет.
Николай Егорович _ кĕрнеклĕ, сăпайлă, сахал калаçакан, анчах ĕçне нумай туса хăварнă паттăр летчик. Ун ячĕпе Ăвăспÿрт Кипечĕн шкул музейĕн- че стенд йĕркеленĕ. Ялти пĕртен-пĕр фронтовик-летчик вĕт! Сăмах май, унăн 3 ывăл, 2 хĕр. Асли _ Валерий Николаевич, ашшĕ çулĕпе кайса тивĕçлĕ канăва тухичченех мирлĕ халăха вĕçтерекен летчик пулса ĕçлерĕ.
Шел, питĕ сахал пурăнчĕ Николай Егорович, 52 çулта ĕçрех вилчĕ. Вăл яланах ял-йыш, çемье асĕнче.
Георгий Емельяновичпа Евдокия Григорьевнан иккĕмĕш ывăлĕ _ Михаил, вăл 1924 çулта çуралнă. Эпир, Георгиевсем, хамăрăн чи çывăх çыннăмăр _ Михаил Георгиевич Георгиева _ асаттене, кукаçине, аттене нихăçан та манмастпăр. Вăл Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ, Çĕнтерÿ Парадне хутшăннă. Эпир унпа мăнаçланатпăр, унран ырă тĕслĕх илетпĕр.
Вунсаккăра кайнă каччăн пурнăçĕ тĕрĕс-тĕкел йĕркеленсе пынă: ăларă _ аттестат, çумра _ юртнă хĕр, умра _ пулас професси. Анчах та хаяр вăрçă çамрăкăн пурнăçне тĕпрен улăштарнă. Ашшĕ, пиччĕшĕ фронтра, 1942 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Михаилăн та черет çитнĕ. Вăл Калинин фронтĕнче хăйĕн пĕрремĕш çапăçăвне кĕнĕ, унтан Воронеж фрончĕ. 1943 çулхи раштав уйăхĕнчен _ пĕрремĕш Украина фронтĕнче, «Катюша» орудин командирĕ пулнă.
Тăван çĕршывăн пуласлăхĕпе тăнăçлăхĕшĕн çамрăк командир çапăçу хирĕнче паттăрлăх хыççăн паттăрлăх кăтартнă. Çапăçу хыççăн çапăçу. Хыçра _ Мускав, Воронеж, Елец, Ельня, Курск, Белгород, Киев, Львов… хулисемпе Днепр, Днестр, Висла юхан шывĕсем.
Кашни орденĕ _ паттăрлăх палли. Берлин урамĕсенче уйрăмах хĕрÿ тытăçусем пынă. Тăшман кашни кĕтес- ре. Чи кирли _ ăна вăхăтра асăрхани тата тĕл пени. 1945 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче боеприпассем тиенĕ машинăна тăшман минăпа персе лектернĕ. Михаил Георгиев çухалса кайман, çунакан брезента тата минăна илсе пенĕ. Çапла майпа машинăна та, боеприпассене те çăлса хăварнă. 1945 çулхи çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче кăларнă хушупа килĕшÿллĕн Михаил Георгиевича виççĕмĕш хут Хĕрлĕ Çăлтăр орденне парса чысланă.
Вăрçă çулĕсенчи чи савăнăçлă та мухтавлă кун 1945 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ. Хĕрлĕ Площадь, Çĕнтерÿ Парачĕ! К. Рокоссовский маршал Г. Жуков маршала рапорт парать. Михаил Георгиевич Георгиев сержант Пĕрремĕш танк колоннинче утать. Ăшă çумăр, анчах ку кăмăла пĕрре те хуçмасть. Çак савăнăçлă самантăн паттăрĕсем Мускавран Берлина çитнĕ. Вăрçă хыççăн Михаил Георгиевич вăрман хуçалăхĕнче нумай çул ĕçлерĕ, кил-çурт çавăрнă, икĕ хĕрпе виçĕ ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Чăнах та, вăл пурнăçра кăмăлсăр тата сÿрĕк пулнине нихăçан та курман эпĕ. Михаил Георгиевич манăн хуняçа, эпĕ унăн вăталăх кинĕ. Хăнапа паллăшнă чух алă парса яланах çапла калатчĕ: «Гвардии сержант, наводчик орудия 405 отдельного Гвардейского Минометного Черновицкого Краснознаменного ордена Богдана Хмельницкого дивизиона Георгиев Михаил Георгиевич». Эпир хамăр ачана атте, хуняçа ятне патăмăр. Пирĕн Миша шкултан «ылтăн» медальпе вĕренсе тухрĕ, кайран Мускавра аслă пĕлÿ илчĕ. Ĕçлет, аслашшĕ ятне чыслă тытать.
Хуняçа ывăлĕсене пÿрт лартма, мăнукĕсене ÿстерме пулăшрĕ. Аккордеон мĕнле ăста калатчĕ! Унăн юрат-нă юррине пур уявра та юрлатпăр. ?«Хороши весной в саду цветочки»/.
Шел, Михаил Георгиевич 1985 çулта вăхăтсăр вилчĕ. Аллинчи снаряд ванчăкне операци туса кăларнăччĕ, уринче вара çаплах юлчĕ. Пенсие тин çеç тухнăччĕ, укçине те илсе кураймарĕ.
Çĕнтерÿçĕсем кашни çулах майăн 9-мĕшĕнче шкул ачисен умĕпе стройпа утатчĕç. Пĕр çулхине уяв хыççăн çула май пирĕн пата кĕчĕ: «Кин, эсĕ кĕнеке юрататăн, акă мана парне пачĕç _ кĕнеке, асăнмалăх илсе юл», _ терĕ. Паян кун та упранать кĕнеке, вăрçă калавĕсене малтан ачасене вуласа параттăм, халь _ мăнуксене.
Михаил Георгиевича хисеплесе шкул музейĕнче пысăк стенд йĕркеленĕ, шкул ачисем, мăнукĕсем пĕрле конкурссене хутшăнса ун ятне чыслаççĕ. Чи паллă самант _ Ăвăспÿрт Кипечре ун ячĕпе урам уçни. Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă ятпа ялта пысăк уяв пулчĕ. Паттăрăн пысăк портречĕ таçтанах курăнать: унăн ăшă кулли, орденĕ-медалĕсем пире хавхалантараççĕ.
Кăçал та Çĕнтерÿ 80 çул тултарнă май Ăвăспÿрт Кипеч вăтам шкулĕнче сумлă мероприяти ирттерчĕç: фронтовиксен тăванĕсем пуçтарăнчĕç, вĕсене паттăрсене хисеплесе илемлетнĕ альбомсем парнелерĕç, асаилÿсем, юрă-сăвăсем пулчĕç. Куççуль кăларакан: чуна тивекен, сиплекен уяв пулчĕ ку.
Çĕнтерÿ çулĕ пынă май телевизорпа 1945 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртнĕ Парада час-часах кăтартаççĕ. Кашнинчех вара куççуль тухать: унта çап-çамрăк, хитре, сывă, Хĕрлĕ Çăлтăр кавалерĕ, атте, асатте, кукаçи _ Михаил Георгиевич Георгиев утать.
Тăван çĕршыв ирĕкĕшĕн, этем теле- йĕшĕн паттăррăн çапăçнă салтак-тăвансемпе мухтанатпăр, вĕсене яланах асра тытар. Вĕсен паттăрлăхĕ çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.
Елена ГЕОРГИЕВА,
Ăвăспÿрт Кипеч ялĕ

