Шуркасси салинчи клубра кулленех ĕç вĕрет. Унта вырăнти волонтерсем йышлăн çÿреççĕ. Çак йышра аслă ÿсĕмри çынсем те, ял çамрăкĕсем те пур.
Паянхи кун вĕсем ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксем валли хăйсем çине пÿркенмелли накидкăсем тата шлемсем çине тăхăнтармалли ятарлă хатĕрсем çыхаççĕ. Шуркассисем çак кашни аксессуар çар çыннисене тăшман куçĕнчен хÿтĕлеме пулăшнипе пĕрлех вĕсене сивĕ кунсенче ăшăтасса, тăван енре паттăр ентешсене кĕтнине тата вĕсене пур енлĕн пулăшма тăрăшнине кăтартса парасса шанаççĕ.
Кашни волонтер, çак пархатарлă ĕçе чун-чĕре ыйтнипе хутшăннăшăн, тав сăмахне тивĕç.

