Пирĕн çĕршывра ГТО фестивалĕ пырать. Çакăн пек спорт уявĕ нумаях пулмасть Канаш тăрăхĕнче те иртрĕ. Унта Çеçпĕл шкулĕнче вĕренекенсем те ăнăçлă хутшăнчĕç.
Фестиваль тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем хушшинче нумай енлĕ хĕрÿ тупăшура пычĕ. Пирĕн шкул ачисем спортăн кашни енĕпех призерсем пулса командăсем хушшинче çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç.
Нумаях пулмасть Канаш хулинче рес- публика шайĕнче мас-рестлинг енĕпе турнир пулчĕ. Çеçпĕл ачисем çак турнирта та ăнăçлăн кĕрешсе призерсен йышне кĕме пултарчĕç. Вĕсем малашне те спортпа туслă пуласса, сывă пурнăç йĕркине тытса пырса пысăк ăнăçусем тăвасса шанатпăр.
Александр ПЕТРОВ,
физкультура учителĕ

