2026 çултан коммуналлă пулăшушăн хывакан тÿлев епле улшăнассине брифинг- ра сÿтсе явнă.
Чӑваш Республикинче, Атӑлҫи округӗнчи ытти регионсемпе танлаштарсан, коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен тарифӗсем чи пӗчӗккисен шутӗнче. Ҫакӑн ҫинчен Чӑваш Республикин конкурентлӑ политика тата тарифсен Патшалӑх службин ертӳҫи Сергей Егоров брифингра пĕлтернĕ.
2026 ҫулта коммуналлӑ пулӑшусен тарифӗсене индексацилессине икӗ тапхӑрпа ирттерме палӑртнӑ: пӗрремӗшне – кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен, иккӗмӗшне – юпан 1-мӗшӗнчен.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейӗн пур регионӗсемшӗн те коммуналлӑ пулӑшушăн хывакан тÿлевĕн чи пысăк ÿсĕмне 1,7 процент палӑртнӑ. Ҫитес ҫултан пуҫласа 1 кВт сехет электроэнергишĕн хула ҫыннисем 5 тенкӗ те 3 пус тӳлĕç, электроплитапа усă куракансем – 3 тенкӗ те 52 пус. Çут çанталăк газĕн 1 кубла метрĕшĕн 8 тенкӗ те 30 пус пулӗ.

