Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Туслăх çинчен çырнă калавсен пуххи кун çути курчĕ

Туслăх çинчен çырнă калавсен пуххи кун çути курчĕ


Чăваш халăхĕ туслăха яланах пысăка хурса хакланă. Çакă ваттисен сăмахĕсенче те лайăх курăнать: «Çĕр сум укçа пуличчен çĕр тус пултăр», «Çывăх юлташ тăванран мала», «Тусна мулпа ан улăштар», «Тусу çук пулсан тупма тăрăш, тупсан упрама тăрăш», «Юлташна ан пăрах, юлмăн хăрах», «Шанчăклă тусăн хакĕ çук»… Çулсем иртеççĕ, ăру хыççăн ăру килет, самани те улшăнать – шурсухалсем калани çеç кивелмест, мĕншĕн тесен унта халăхăмăрăн ăс-хакăлĕ, вăйĕ-тĕрекĕ упранать. Ку чăнлăхсене мĕн пĕчĕкрен ăша хывса ÿсетпĕр, чунпа-юнпа атте-аннерен илетпĕр.
Çакăн пек шухăшсем çуратать Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ кăларăмĕ – «Эсĕ манăн тус пулсан…». Ăна вăтам классенче вĕренекенсем валли Ольга Федорова пухса хатĕр-ленĕ, редакторĕ те вăлах; ÿнерçи – Наталия Андреева. Тиражĕ – 1000 экземпляр. Хайлав пуххине туслăх çинчен çырнă калавсем кĕнĕ.
«Туслăх куçа курăнмасть, çапах та кашнин пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Вăл тĕрлĕрен пулать, чăн-чăнни, ултавли, ĕмĕрлĕхе пыраканни, самантлăха «çуталса илни»…» – тенĕ умсăмахра Ольга Леонидовна. Кăларăмра вара мĕнлерех туслăх çинчен сăмах пырать-ши; Тÿрех хуравлаймăн та, мĕншĕн тесен коллективлă сборника çирĕм тăватă авторăн произведенийĕ кĕнĕ. Кашниех тĕрлĕ лару-тăрăва çутатса панă. Сăнарсем инкеке лекнĕ юлташĕсене пулăшаççĕ, ултава уйăрса илме, пĕр-пĕрне каçарма вĕренеççĕ.
Вулакан паллă чăваш прозаикĕсен хайлавĕсемпе те, çамрăк авторсен пултарулăхĕпе те паллашĕ. Авторсене асăнар-ха: Николай Ишентей, Лариса Петрова, Николай Ларионов, Ольга Рубцова, Елен Нарпи, Валентина Тарават, Микул Ишимбай, Ольга Австрийская, Ольга Тургай, Улькка Эльмен, Светлана Асамат, Галина Матвеева, Ольга Васильева, Владислав Николаев, Елена Кудрявцева, Ирина Кошкина, Нина Царыгина, Анастасия Семенова, Раиса Сарпи, Александр Трофимов, Сергей Павлов, Марина Карягина, Владимир Степанов, Василий Кервен.
Кашни хайлав пуçламăшĕнчех çыравçăсен туслăх çинчен каланă йĕркисене илсе панă. Николай Ишентей, тĕслĕхрен: «Туслăх, картлашка пекех, çынна çÿлерех çĕкленме пулăшать», – тенĕ. Лариса Петрова çапларах палăртнă: «Йывăрлăхра пĕр-пĕрне алă парсан хăвăн пурнăçна та çăмăллататăн». Ольга Рубцова ачасене тимлĕ пулма асăрхаттарнă: «Йывăр вăхăтра йăпатакана çывăх тус теме ан васка, сан телейне курса пĕрле чунтан савăнакан – çакă вăл чăн-чăн тус».
Лариса Петровăн «Пĕве патĕнче» калавĕнчи икĕ тантăш – Ольăпа Нина – пĕррехинче килсĕр йытăпа çурисене кураççĕ. Вĕсене пулăшас килет хĕрачасен. Анчах усал чунлă çынсем те пур-çке. Хăв ача кăна пулсан та, чул чĕреллисене хирĕç тăма пĕлмеллех-мĕн.
Николай Ларионовăн «Хăрканпа Мăркан» хайлавĕнчи сăнарсем те этем тискерлĕхĕпе, чурăслăхĕпе тĕл пулаççĕ. Хăркан – пысăках мар йытă, Мăркан – сăрă тĕслĕ кушак. Кил хуçи юратсах каймасть вĕсене. Кун пек чухне чĕрчунсен хăйсене çеç шанма, хÿтĕленме тивет. Усал хуçапа тăшман та кирлĕ мар.
Елен Нарпин «Çĕнĕ вăйăсем» калавĕнчи кукашшĕпе кукамăшĕ çуллахи каникул вăхăтĕнче канма килнĕ мăнукĕсене телефон вăййисенчен хăптарасшăн. Иван Валерьевич хăй тĕллевне пурнăçа кĕртме майсем тупатех. Хăратса та тавлашса мар, тĕплĕнрех пĕлес килсен кĕнекене тупса вулăр.
Микул Ишимбайăн «Чăн-чăн юлташ» калавĕ: «Туслăх ĕçре палăрать», – шухăша уçса парать. Ольга Тургайăн хайлавĕ – «Туслă çерçисем» – пĕчĕкçĕ кайăксен те пĕр-пĕрне пулăшас, хута кĕрес йăла пуррине çирĕплетет. Улькка Эльменĕн «Чечек çыххи» калавĕнче чарусăр ачасем те шаннине тÿрре кăларма пултараççĕ текен шухăш тĕпре. Галина Матвеевăн «Джек» хайлавĕ чуна хускатать. Пĕр çемьен тата килти йыттăн савăнăçĕ-инкекĕ урлă чăваш кил-йышĕн кулленхи пурнăçне кăтартса панă. Сергей Павлов чăваш халăх çыравçин «Парăмĕнче» те амăшĕпе ачисем хушшинчи хутшăнусене йĕрлетпĕр, сăнарсемпе пĕрле хĕпĕртетпĕр е кулянатпăр.
Сборника Ольга Васильевăн «Эсĕ манăн тус пулсан…» калавĕ тăрăх ят панă. Надьăпа Дашăн туслăхĕ еплерех çуралса аталанни çинчен кăсăклансах вулатăн. Яланах тип-тикĕс те яп- яка пулман тантăшсен пĕрлехи çулĕ. Пĕр-пĕрне кÿренни-çилленни те пулнă, ыттисем хушша-хуппа кĕнипе калаçмасăр çÿрени те. Хĕрачасене тăванĕ- семех пĕр чĕлхе тупма чăрмантарни тĕлĕнтерет. Анчах пурнăçра та тĕл пулмаççĕ-и-ха кун пек тĕслĕхсем; Нина Царыгина та «Туссем çавăнпа кирлĕ те» произведенийĕнче кăмăлĕпе расна хĕрачасен хутшăнăвне сăнланă.
Елена Кудрявцева «Пăлаки тата Таçук» хайлавĕ – вашават хĕрачапа ăслă кушакăн туслăхĕ çинчен. Ирина Кошкинăн «Сашка пĕчĕк тус» кала- вĕнчи ватă çынпа арçын ачана вара шăнкăрч вĕлли туслаштарнă. ĕненместĕр-и; Чăнах та çапла. Автор кунта интернетри хутшăну, тунсăхпа пĕчченлĕх темисене те хускатнă.
Раиса Сарпи чăваш халăх поэчĕ «Ĕмĕрлĕх туслăх» автобиографиллĕ калавне Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче çуралса ÿснĕ Гельфисепе Гульчечек Сунгатуллинăсене халалланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчи пулăмсемпе ĕçсем вуланăçемĕн куç умне яр уççăн тухаççĕ.
Кăларăмри кашни калав хăйне евĕрлĕ интереслĕ. Пурин çинче те чарăнса тăраймарăмăр. Вĕсене урлă-пирлĕ тишкериччен сборника хăвăр тытса вуланине нимĕн те çитеймĕ. «Эсĕ манăн тус пулсан…» çÿлĕк çинчи юратнă кĕнекесен йышне кĕме чăннипех тивĕç.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *