Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Тăван çĕршыв тата патриотизм çинчен калаçнă

Тăван çĕршыв тата патриотизм çинчен калаçнă


Хучел шкулĕнче Тăван çĕршывăн паттăрĕсен кунне халалласа çар çыннисемпе тĕлпулу йĕркеленĕ.
Мухтав урокне «Афганистанпа ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсен Раççейри пĕрлешĕвĕ» общество организацийĕн представителĕсем хутшăннă. Вĕсем ачасене Тăван çĕршыв ăнлава тарăннăн уçăмлатса панă, патриотизм туйăмĕ çинчен калаçнă.
Çар çыннисем кашни хăйсен пурнăç çулĕ çинче чарăнса тăнă, çар службинчи самантсене аса илнĕ. Шкул ачисем ытларах пĕлес тĕллевпе ыйтусем панă, тĕлпулăва килме вăхăт тупнишĕн тав тунă.
Мероприяти вăхăтĕнче шкулта вĕренекенсем çар çыннисене уявпа ăшшăн саламланă, открыткăсемпе асăнмалăх парнесем панă. Çакăн евĕр тĕлпулусен пĕлтерĕшĕ питех те пысăк. Ачасен çар çыннисемпе курса калаçнă хыççăн патриотизм туйăмĕ ÿсет, вĕсем пурнăç çине тата та яваплăрах пăхма тытăнаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *