Кӑҫал «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акцие республикӑри 640 ытла ачаран ҫыру ҫитнӗ.
Чи малтан чӑрӑш ҫинчи теттесене регион ертӳҫи Олег Николаев тата Чӑваш Ен Правительствинче ӗҫлекенсем алла илнӗ. Кӑҫал вӗсем кашниех виҫшер ача ӗмӗтне пурнӑҫлама палӑртнӑ.
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 13 ҫулти Фёдора – телескоппа, 12 ҫулти Аринана вара балансбордпа савӑнтарӗ. 15 ҫулти Никита Хӗл Мучи миххинчи кирек епле парнене те хавас пуласса пӗлтернӗ.
Ҫичӗ ҫул каялла вӑй илнӗ пуҫару нумай ачаллӑ, сахал тупӑшлӑ ҫемьере ӳсекенсене, сусӑр е тӑлӑх ачасене ҫулсеренех Ҫӗнӗ Ҫул асамӗ парнелет.

