Ытларикун Атӑл леш енче 75-ри пулӑҫ путса вилнӗ.
Инкек Первомайски поселокӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Пулӑҫ ҫыран хӗрринчен 300 метр аяккарах пӑр айне кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине шыраса тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Ку хӗлле пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре шыв-шур ҫинче пулнӑ пӗрремӗш инкек. Пурне те асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калатпӑр.

