Эрнекун, районти культура çуртĕнче, пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртнĕ. Вăл кун Канаш тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакансем СССР Халăх врачĕ, медицина наукисен докторĕ Фирс Григорьевич Григорьев çуралнăранпа 100 çул çитнине анлăн уявлама пуçтарăннă.
Уява Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕн пĕрремĕш çумĕ Марина Сергеева, округ пуçлăхĕ Валерий Чернов тата хаклă хăнасем хутшăннă. Вĕсем Фирс Григорьевăн пархатарлă тата курăмлă ĕçĕсене аса илнĕ, хальхи вăхăтра медицинăра пысăк тÿпе хывакан хастарсене наградăсем парса чысланă.

